Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнесем классика кĕвви итлеççĕ

07 апреля 2020 г.

«Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче пĕр самант та канса ларма май çук. Выльăх-чĕрлĕхе вăхăтра апатлантармалла, ĕнесене сумалла, тасатмалла.
Ял хуçалăхĕ яланах ĕç вăйĕпе шавласа тăрать. Кăтартусене лайăхлатас тĕллевпе, палăртнă ĕçе вăхăтра пурнăçлас тесе вăй хураççĕ ĕçченсем. Карантин тесе килте ларма çук, ятарлă маскасем çыхса, профилактикăпа гигиена нормисене пăхăнса чĕлхесĕр тусĕсем патне васкаççĕ.
Тукай ялĕнчи аялти урама çитерекен çулпа аннă май кăвак тăрăллă витене тÿрех асăрхарăм. Шăпах çакăнта 200 пуç сăвакан ĕне тытмалли ферма вырнаçнă. Вырăна çитсессĕн пур çĕрте те тирпейлĕх хуçаланни куç умне пулчĕ. Кăçалхи кăтартусемпе Петр Зверев зоотехник паллаштарчĕ.
— Хальхи вăхăтра пĕр ĕнерен талăкра вăтамран 22 килограмм сĕт сăватпăр. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăтарту ÿснĕ. Кăçалхи 3 уйăхра пурĕ 2439 центнер сĕт туса илнĕ, — тесе каласа кăтартрĕ выльăх-чĕрлĕх сывлăхĕшĕн яваплăскер.
Татьяна Прокопьевăпа Ирина Краснова дояркăсем ĕçре аван ĕлкĕрсе пыраççĕ. Вĕсем 2 сменăпа вăй хураççĕ. Çулталăк пуçламăш тĕлне 130 ĕне сунă пулсан паянхи куна вĕсен шучĕ 140е çитнĕ. Сĕт туса илессине ÿстерес тĕллевпе чĕлхесĕр янаварсене çителĕклĕ тата тĕрĕс апатлантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак вăхăтра вĕсене пахалăхлă утăпа, сенажпа, силоспа, тутăлăхлă выльăх апачĕпе тăрантараççĕ. Унсăр пуçне нумаях пулмасть ĕнесене классика кĕввипе сума тытăннă. Çакă выльăха лăпланса тăма, сăвăма ÿстерме пулăшăть иккен. Тĕлĕнмелле те пек, анчах та çак тĕрĕссине палăртаççĕ ĕçченсем.
Хĕрÿ ĕçĕн ăнăçлăхĕнче операторăн ĕçĕ пысăк. Владимир Степанов кунта 11 çул тăрăшать. Вăл сĕте илсе çитерекен пăрăхсене, ятарлă холодильнике пăхса тăрать, сĕт çăралăхне те вăлах тĕрĕслет.
Фермăра кашни çын хăйĕн вырăнĕнче, сăмахран, Борис Казаков арманçă шанса панă ĕçре маттур, трактористсем черетлĕ ылмашăнса ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра Юрий Казаков тăрăшса ĕçлет. Вăл тислĕке кайса тăкать. Евгений Казаковпа пĕрлех ятарлă миксерпе тĕрлĕрен хутăш апачĕ ха-тĕрлесе выльăхсене апатлантараççĕ. Михаил Муллин, Владимир Попов, Василий Киселев ĕçченсем апата выльăхсен умнех хурса параççĕ, сăвăм вăхăчĕ çитсен вĕсем пулăшма васкаççĕ, сĕт сăвакан зала ĕнесене хăваласа кĕртеççĕ.
Ял хуçалăх кооперативĕнче икĕ ферма, пĕринче — сăвăнакан ĕнесем, тепринче вара пăруламалли ĕнесем, пăрусем, пушмак пăрусем, самăртмалли вăкăрсем. Пăру пăхакансем те хастарлăхпа палăраççĕ. Ольга Кузьмина, Алина Андреева хăйсене шанса панă пăрусене ытлă-çитлĕ тăрантарса ытларах ÿт хуштарас тесе тимлеççĕ. Зинаида Кондратьева тин пăруланă ĕнесене тата вĕсен пăрушĕсене 1 уйăх пăхать. Кашниех шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа, чунтан пурнăçлани сисĕннĕрен кăмăлăм пушшех çĕкленчĕ. Чăннипех те маттур, çĕнтерÿллĕн ĕçлеççĕ «Рассветсем».
А.МАТРОСОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика