Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпейлĕх хамăртан килет

07 апреля 2020 г.

Эпир, аслă ăру çыннисем, пурнăçăн тĕрлĕ тапхăрĕн- че пурăнса куртăмăр. Темиçе çул каяллахисемпе танлаштаратăп та пирĕн Алманчă сăн-сăпачĕ улшăнсах, çĕнелсех пырать. Ялта çулсеренех урамсем капăрланни, çынсем çурт-йĕрне, хуралтисене çĕнетни, садсем ĕрчетни, чечексем лартса урамсене илемлетни савăнтарать. Хăш-пĕр çурт капăрлăхне çуллахи вăхăтра пăхса ытараймастăн. Хапха умĕнче пĕр ытлашши япала та çук, картисен умĕнче чечек клумбисем, çерем, йывăçĕсене шуратса сăрланă...

Юлашки çулсенче çынсен культура шайĕ ỹссе пыни куç кĕрет темелле. Ял çынни хăтлă та тирпейлĕ пурăнма тăрăшать. Кил-çурт умĕнче ĕлĕкхи евĕр вут-шанкă, строительство материалĕсем те купаланса, саркаланса выртмаççĕ. Çынсем вĕсене тỹрех ĕçе кĕртме, усă курма тăрăшаççĕ е курăнман вырăна хураççĕ. Çапла пулмалла та ĕнтĕ.

Тепĕр ырă пулăм пирки те асăнса хăварасшăн. Ял тăрăхĕ йĕркеленипе (ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Никитин) Алманчăсем ялта юр ирĕлсе пĕтнĕ-пĕтменех урамсене, çырма-çатрасене, çул хĕррисене хĕл каçа пуçтарăннă çỹп-çапран тасатма, тирпейлеме тухатпăр. Пирĕн ялта субботниксем март пуçламăшĕнчех (ун чухне карантин пулман) старт илчĕç темелле. Ял халăхĕ те çак ĕçе пысăк ăнланулăхпа хутшăнать. Çакна ырламалла. Тирпейлĕх никамран та мар, хамăртанах килет. Вилнĕ тăванăмăрсем канлĕх тупнă масара кирлĕ пек тытса тăрасси те пирĕн тивĕçех. Ку тĕлĕшпе те ялта кашни çул пысăк ĕçсем туса пыратпăр. Пĕлтĕр, сăмахран, пуçару бюджечĕпе масар территоринче хăрнă йывăçсене касса тасатрăмăр, картисене улăштартăмăр, хапхине çĕнетрĕмĕр. Ун чухне те сăваплă ĕçе йышлă халăх хутшăнчĕ. Пирĕн ялта виçĕ масар та шутланать. Вăл шутра ĕлĕкхи, пирĕн мăн асаттесем канлĕх тупнă лаптăкра та йывăçсем ашкăрса, хунаса кайнă. Кăçал халăх вăйĕпе çав вырăна тирпейлесшĕн.

Н. ЧИХИН, ял старости

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика