Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачаран спортпа туслă

03 апреля 2020 г.

Турханти вăтам шкулти 4 класра вĕренекен И. Рябчиков хăйне спортпа пиçĕхтерсе пырать. Иккĕмĕш класранпах Игорь эрнере тăватă хутчен уроксем хыççăн Патăрьелĕнчи «Паттăр» ФСКна В. Спиридонов тренер патне кĕрешме вĕрентекенсен секцине çỹрет. Тăрăшни сая каймасть. Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Европа чемпионĕ, грекла-римла кĕрешес енĕпе Тĕнче кубокне тивĕçнĕ М. Тазетдинов ячĕпе ирттернĕ турнирта пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

- Ăмăртура тăватă хутчен чемпион ята тивĕçни те пурччĕ. Çавах парăнтартăм,- тет кĕрешỹçĕ.

Пикшик ял тăрăхĕнче раштавра ирттернĕ ăмăртура та малта пулчĕ Игорь. Медальсен шутне çеç 16та çитерчĕ. Кубокĕсем те ачан пултарулăхнех çирĕплетеççĕ.

- Тĕрлĕ енлĕ аталанса çитĕнет Игорь. Спортра кĕрешес енĕпе çеç палăрмасть вăл. Йĕлтĕрпе те ăста ярăнать. Иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ.

Театр çулталăкĕнче районта сăвă калакансен конкурсне явăçнăччĕ. 69 ача хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Класра вĕренекенсем те унран ыррине нумай илеççĕ,_ тет класс ертỹçи Т. Раевская.

Ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекен панă ăс-тăнпа туллин усă курать вĕренекен. Интеллектуаллă вăйăсен тупăшăвĕнче чăваш чĕлхипе вăл районта иккĕмĕш, республикăра пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕ. Вырăс чĕлхипе те ỹсĕмсем пур.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика