Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Роза ЛИЗАКОВА: «Халăхăн пуян культурине упраса малалла ăнтăлмалла»

28 марта 2020 г.

Юнкун Культура ĕçченĕсен професси уявĕ иртрĕ. Тăван ен культура пурнăçĕ çинчен ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Роза Лизаковăпа тĕл пулса калаçрăмăр.

– 2008-2012 çулсенче эсир ЧР Культура министерствине ертсе пытăр. Кăçал çак «лава» çĕнĕрен туртма пуçларăр. Малтанхипе танлаштарсан хăш енĕпе пысăк улшăнусем пуррине асăрхарăр?

– Чи малтанах укçа ытларах уйăрма пуçланине палăртмалла. Çапла тума «Культура» наци проекчĕ пулăшать. Ку енĕпе республикăна федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ сисĕнмеллех нумай килме пуçланă. Эпир хăй вăхăтĕнче çак саманта питĕ кĕтнĕ.

– Культурăра та, ытти отрасльти пекех, наци проекчĕсем пĕрремĕш вырăнта тăраççĕ. 2020 çулта ку енĕпе мĕнле ĕçсем ирттерме палăртнă?

– Чăваш патшалăх филармонин реконструкцине тăсма кăçал 228,7 миллион тенкĕ уйăрĕç, вĕсенчен 98,8 миллионне – федераци бюджетĕнчен. «Культура» наци проектне пурнăçа кĕртме 2020 çулта 366 миллион тенкĕ уйăрĕç, çав шутра 216,1 миллионĕ – федераци бюджетĕнчен. Регионти «Культура хутлăхĕ» проектпа килĕшÿллĕн республикăра культурăпа канăвăн виçĕ учрежденийĕ çĕкленĕ.


Кăçал Чăваш Ен культура сферине федераци тата республика бюджечĕсенчен 916379,4 пин тенкĕ субсиди уйăрĕç. Вăл шутран Елчĕк районне 28 миллион тенкĕ ытла тивĕçĕ.


– Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитет. Уяв программинчи мероприятисен пысăк пайĕ культурăпа çыхăннă.

– Асăннă уявпа çыхăннă 31 мероприятие пирĕн ирттермелле. Шел те, апрелĕн 3-12-мĕшĕсенче йĕркелеме палăртнă Пĕтĕм тĕнчери балет фестивальне, тĕнчере коронавирус чирĕ алхаснине шута илсе, октябрь уйăхне куçарма йышăнтăмăр. Ку енĕпе лару-тăру йĕркеленсен майăн 21-27-мĕшĕсенче Шупашкар Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль хăнисене йышăнĕ. Июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче Мускавра Чăваш культурин кунĕсем иртĕç. Хальхинче «Новая опера» театрта республикăн искусство ĕçченĕсен пысăк концерчĕ пулĕ, «Эрмитаж» садра курав йĕркелеме палăртнă. Çавăн пекех Пысăк театрăн пресс-центрĕнче Михаил Кондратьевпа Евгения Андрейко хатĕрлесе кăларнă «Максим Михайлов» монографин презентацине ирттересшĕн. Унсăр пуçне программăра Чăваш Енри тата Мускаври ĕçлĕ çынсен пĕрлехи «çавра сĕтелĕ», тĕл пулăвĕсем пур. Акатуй тĕп хулари йăхташсене июнĕн 6-мĕшĕнче Измайлово паркĕнче пуçтарĕ.

– Республика уявĕпе, наци проекчĕсемпе çыхăннисемсĕр пуçне кăçал тата мĕн пурнăçлама палăртнă?

– Халĕчченхи ĕçсене – культура учрежденийĕсене юсассине, музыка инструменчĕсем, çутăпа сасă хатĕрĕсем туянассине – малалла туса пырăпăр. Çак ĕçсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 616,7 миллион тенкĕ уйăрнă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле 236 культура çуртне тата клуба юсамалла. Пирĕн çавăн пекех ялти культура ĕçченĕсен квалификацине ÿстерес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелле. Вĕсене республикăри, федераци шайĕнчи культура учрежденийĕсене пĕлÿ шайне пуянлатма ямалла. Муниципалитетăн культура учрежденийĕсене ертсе пыма лайăх специалистсене явăçтармалла.

– Роза Михайловна, пире çавăн пекех оптимизаци ыйтăвĕ те, ялсенчи культура ĕçченĕсем çур е тата унран та пĕчĕкрех ставкăпа ĕçлени, шухăшлаттарать.

– 2016 çултанпа паянхи кунччен культурăра ĕçлекенсен йышĕ 22,3 процент чухлĕ чакнă. Малашне те çаплах пулсан аркану пуçланĕ. Оптимизацие, манăн шухăшпа, район ертÿçисемпе пĕрле ĕçлесе чарса лартмаллах. Паян ялсенчи специалистсен 45-50 проценчĕ тулли мар ставкăпа вăй хурать. Куллен тăватă сехет е пурĕ те икĕ сехет кăна ?0,25 ставка/ ĕçлени культура учрежденийĕн шайне нихăçан та çÿле çĕклеме пултараймĕ, çавăнпа район пуçлăхĕсен çакăн пирки тĕплĕн шухăшламалла. Ял çыннисем культура пурнăçĕпе тачă çыхăну тытма тăрăшаççĕ, вырăнти артистсен концерчĕсемпе спектаклĕсене çÿреççĕ, хăйсем те хутшăнаççĕ.

Надежда СМИРНОВА калаçнă

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика