30 марта 2020 г.
03 февраля 2020 г.
Темĕн чухлĕ вăхăт иртсен те, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартса Çĕнтерÿ тунă ял çыннисем яланах пирĕн асра юлаççĕ. Вăрçă чарăннăранпа кĕçех 75 çул çитет.
Халăх хăйĕн ывăлĕсемпе мăнаçланать, вĕсен ячĕсене, паттăрлăхне пулас ăрусем патне çитерме тăрăшать. Хĕлле те, çулла та шкулта вĕренекенсем паттăрсене асăнса лартнă палăксене тирпейлесе тăраççĕ. Волонтерсем çак эрне пуçламăшĕнче обелисксем таврашĕнчи юра тасатнă çĕрте туслăн ĕçлерĕç. Савелийпе Даниил Романовсем, Николайпа Вадим Кирилловсем, Анастасия Абрамова, Юлия Захарова Шĕнерпуçĕнчи палăк таврашне тирпейлерĕç. Елизавета Соловьева, Ляна Игнатьева, Амир Ермаков вара Çичĕпÿртри палăк çывăхĕнчи юра тасатрĕç. Çĕнтерÿ юбилейне халалласа, ачасем кунсерен ырă ĕçсем тăваççĕ. Умра тата нумай яваплă ĕç кĕтет çамрăксене . Вĕренекенсем вĕсене пурнăçлама яланах хатĕр.