Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂРÇĂ ВЕТЕРАННЕ – ЮБИЛЕЙ МЕДАЛĔ

25 марта 2020 г.

ВĂРÇĂ ВЕТЕРАННЕ – ЮБИЛЕЙ МЕДАЛĔ

Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче ырă-сывă пурăнакан вăрçă ветеранĕ пĕртен-пĕрре. Вăл – Петр Алексеевич Печков.

98 çулпа пыракан ветеран хăйĕн ĕмĕрĕнче пурнăçăн йÿççи-пылакне самай астивнĕ. Вăтам шкул хыççăнах ялти шкулта ĕçленĕ. Тăван çĕршыв çине нимĕç фашисчĕсем тапăнсан фронта тухса кайнă. Орелпа Курск пĕкки патĕнчи çапăçăва валли радистсене вĕрентсе хатĕрленĕ çĕрте службăра тăнă вăл. Харсăр радистсене вĕрентсе кăларнăшăн фронт командующийĕнчен К.Рокоссовский генералăн Хисеп грамотине те тивĕçнĕ.

Вăрçăран таврăнсан Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Чылай çул шкулти ачасене çар ĕçне вĕрентнĕ. Район хаçатĕнче яваплă секретарьте тăрăшнă. Çав вăхăтрах общество ĕçĕсенче хастарлăхпа палăрнă.

Учитель-ветеран тăван ен историйĕпе кăсăкланса район хаçатĕнче нумай материал пичетлесе кăларнă. Шкулта историпе краеведени музейĕ уçнă, ăна ертсе пынă. Вăлах ялта Асăну аллейине пуçаракансенчен пĕри.

Вăрçă паттăрне «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул» юбилей медальне Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, районти халăхăн социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ирина Аникина, шкул директорĕ Николай Волков тата шкул ачисем савăнăçлă лару-тăрура парса чысланă. Хăй вăхăтĕнче Петр Алексеевич ачасене патриотла воспитани панă çĕрте калама çук пысăк тÿпе хывнă. Эпир мирлĕ тÿпешĕн, ырă пурнăçшăн ун умĕнче пуç таятпăр.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика