Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыл ветеране ачасемпе тел пулче

02 марта 2020 г.

Асаттесемпе кукаçисем вăрçăра вилĕме куçран пăхса çапăçнă чухне асаннесемпе кукамайсем те тылра сахал мар хура-шур курнă. Вĕсем те сахаллансах пыраççĕ, çавăнпа та пирĕн тыл ветеранĕсен, вăрçă ачисен асаилĕвĕсене çырса юлмалла, вĕсене çитес ăрусем валли упрамалла. Тĕрлĕ тĕлпулусем ирттерсе, икĕ ăру çыннисен çыхăнăвне çирĕплетмелле.

Нумаях пулмасть Кукашни шкулĕнче вĕренекенсем патĕнче хăнара Хуракасси ялĕнче пурăнакан Раиса Егоровна ВАСИЛЕВСКАЯ пулчĕ.

92 çула çитнĕ Раиса Егоровна хăйне аванах туять-ха. Вăрçă вăхăтĕнчи йывăр пурнăçпа тата хĕрÿ ĕçре пиçĕхни паянхи кун та палăрать. Тĕлпулу вăхăтĕнче вăл пĕрре те лармарĕ, вăрçă вăхăтĕн-чи нушаллă пурнăç çинчен ура çинчех каласа пачĕ. Мĕнпур ватă-вĕтĕ йывăрлăха пăхмасăр Çĕнтерÿшĕн ĕçленине палăртса хăварчĕ. Çăмăл пулман ун чухнехи ачасен пурнăçĕ. Çамрăк Раиса та амăшĕпе уй-хир ĕçĕсенче самаях пиçĕхнĕ: тырпул, çĕрулми пуçтарнă, утă тунă. Йĕпреç вăрманĕнче вăрман та каснă вăл. Темле пулсан та пурнăçри асаплă та синкерлĕ тапхăр çамрăк хĕрупраçа хуçса хурайман. Вăл хăрушлăха çирĕппĕн хирĕç тăнă, палăртнă шухăш-кăмăла тытса пынă, сăмаха çилпе вĕçтермен. Паянхи çамрăксемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăрать вăл.

Калаçăва вĕçленĕ май Раиса Егоровна ачасене çирĕп сывлăх, вĕренÿре ăнăçу,хăй пекех вăрăм ĕмĕрлĕ пулма сунчĕ. Спортпа туслашма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, Тăван çĕршывăн патриочĕсем пулма чĕнсе каларĕ.

Юлашкинчен вĕрентекен-семпе шкул ачисем сумлă хăнана тав турĕç. Чăн та, çакнашкал тĕлпулусем çамрăк ăрушăн питĕ усăллă. Ачасем ватăсене, вăрçă ветеранĕсене хисеплеме вĕренеççĕ. Каччăсемпе хĕрсен çĕршыв паттăрĕсемпе мăнаçланас туйăмĕ те вăйланать.

 

Е. ЯСТРЕБОВА.

 

 

 
Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика