Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе пĕтĕмлетсе çĕнĕ тĕллевсем лартрĕç

10 марта 2020 г.

Кĕçнерникун районти культурăпа туризм çуртĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕн 2019 çулхи социаллă-экономикăлла аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тăвассине тата 2020 çулта пурнăçламалли тĕллевсене халалланă анлă ĕç канашлăвĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Е. Николаева, район пуçлăхĕ Н. Николаев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Мясников йĕркелесе пычĕç.

Зала район администрацийĕн тытăмĕсен подразделенийĕсен ертÿçисем, культура, ялхуçалăх тата социаллă сфера ĕçченĕсем пухăнчĕç. Докладпа эсир «Пирĕн сăмах» хаçатăн пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче тухнă 16-мĕш кăларăмĕнчен вуласа паллашма пултаратăр.

Мероприяти наградăсем парас церемонирен уçăлчĕ. Хисеп хутне тивĕçнисем хушшинче район администрацийĕн информатизаци пайĕн ертÿçи А. Иванов пулчĕ. Иртнĕ çул, район цифрăллă телевидени çине куçнă чухне, Алексей Петрович ĕçе тĕрĕс йĕркелеме пултарни йывăр тапхăрта чылай пулăшрĕ.

«2020 çул пирĕн районпа республикăшăн пур енчен те пĕлтерĕшлĕ. Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитни, Сĕнтĕрвăрри пуçланса кайнăранпа 400 çул çитни, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ, пĕрлĕхлĕ сасăлав кунĕ. Эсир, залра пухăннисем, хăвăр пуласлăха суйлатăр. Çĕнĕ ертÿçĕсем сире çĕнĕ çитĕнÿсем патне илсе çитерĕç, пурнăçа лайăхрах тума тăрăшĕç. Манăн хамăн та çакна ĕненес килет. Çитес вăхăтра вара пире Раççей Федерацийĕн Конституцине улшăнусем кĕртессишĕн ирттерекен сасăлав кĕтет. Тĕп документ граждансемпе патшалăх пурнăçне пур енчен те майлаштарса тăрать. Çавăнпа та ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртекен сасăлав уйрăмах пĕлтерĕшлĕ», - терĕ Анатолий Мясников.

Каярах район администрацийĕн пуçлăхĕ пурнăçламалли проектсен темине çĕклерĕ. Акă, ял урамĕсене тирпейлес программа вăй илсе пырать. 11 ял хутлăхĕн пуçлăхĕсенчен кашниех унпа килĕшнĕ. Сĕнтĕрвăрринче Ачасен искусство шкулне юсаса пĕтермелле, Хула стадионне çĕнетес ĕçĕн пĕрремĕш тапхăрне вĕçлемелле. Çĕнĕ стадионпа Атăлçи патшалăх университечĕн филиалĕн студенчĕсем усă курĕç. Çĕнелнĕ стадион 2021 çулта уçăлĕ. Урхас Кушкăпа Сĕнтĕрпуç шкулĕсен спорт залĕсене çĕнетме тата Сĕнтĕрвăрринчи «Рябинка» ача садĕнче тĕп юсав ирттермелле.

Канашлу пĕтĕмлетĕвĕсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Е. Николаева тата район пуçлăхĕ Н. Николаев турĕç. Вĕсем иртнĕ çул туса ирттернине шута илсе, пĕлтĕрхи результатран ирттерме тăрăшмаллине тимлĕх уйăрчĕç.

И. ДЕРЮЖИН.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

 

 
Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429585, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д.Большое Шигаево, ул. Центральная, 4
Телефон: 8(83542) 36-2-35
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика