Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Муркашра Çĕнтерÿ паркне тĕпрен çĕнетĕç

04 марта 2020 г.

Пурăнакан çын малаллах пăхать, ыранхи куна шанса тырă-пулă ÿстерет, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет, яла хăтлăх кĕртет, вырăнти пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе ĕçлет. Çакă вăл – ăруран ăрăва куçакан ырă йĕрке. Ăна Муркаш ял тăрăхĕнче пурăнакансем  те асра тытса пурăнаççĕ. Вăл малашне те манăçа тухмасса шанас килет. Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Муркашри Культура çуртĕнче ку енре пурăнакансем вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕн отчетне итлессипе тата ăна сÿтсе явассипе пухăнчĕç.

Тĕл пулăва уçса Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Мясников иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе тата малашлăха палăртса тĕплĕ отчет туса пачĕ. Ăна сÿтсе явма ял çыннисем, вырăнти депутатсем активлă хутшăннипе пĕрлехи  калаçу ĕçлĕ иртрĕ. Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, «Газпром газораспределение Чебоксары» пĕрлешĕвĕн Муркашри филиалĕн директорĕ  Сергей Попов, патшалăх  пушар надзорĕн  районти уйрăмĕн ертÿçи Алексей Сорокин, полиции участокри уполномоченнăйĕ Сергей Блинов хутшăнни ял çынннисен нумай ыйтăвне вырăнтах татса пама  пулăшрĕ.                 

 Ял тăрăхĕ пилĕк яла пĕрлештерсе тăрать.  Вĕсенче паянхи куна 4577       çын пурăнать. Территорире Е.Андреев яч. хис.  кооперативсăр пуçне 5 хресчен (фермер) хуçалăхĕ ĕçлет тата 719 килти хушма хуçалăхпа 1276 хваттер пур. Унта пурăнакансемпе тата ĕçлекенсемпе çыхăннă ыйтусене татса пама ял тăрăхĕ иртнĕ çул 32 тĕл пулу ирттернĕ. Вĕсенче çынсем хускатнă  тĕп ыйтусен шутĕнче çулсем юсасси, шывпа  тивĕçтерессине лайăхлатасси, ялсене тирпей-илем кĕртесси, йăлари çÿп-çапа кăларассине йĕркелесси, пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси, шыв çинче асăрхануллă пуласси т. ыт. те.

Пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе паллаштарнă май, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ вырăнти бюджет çинче чарăнса тăчĕ. Ăна муркашсем туллин пурнăçланă. Унпа пĕрлех малалла пăхса ĕçлемелли çул-йĕре те палăртнă. Бюджет тенĕрен иртнĕ çул ял тăрăхĕ хăйĕн ĕçне туллин йĕркелеме 4 миллион та 630,4 пин тенкĕ налук тупăшĕ пухнă.   Бюджет укçи тенкипе тĕллевлĕ усă курса ялсенче йăлари çÿп-çапа  вăхăтра турттарса тухнă, урамсене электричество хунарĕсем   çутма тăкакланнă.

Обществăлла инфраструктурăна аталантарас тĕллевпе пуçарулăх бюджечĕпе Шаптакра, Муркашра, Çурлатринче чылай çул юсанă.  «Мĕн тунипе лăпланса  ларма шутламастпăр. Çывăх вăхăтра район центрĕнчи Çĕнтерÿ паркне тĕпрен юсама пуçлама хатĕрленетпĕр. Çулсем тата пĕвесем юсасси те, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе ĕçлесси те – кун йĕркинчех», тер малашлăхпа  паллаштарнă май  ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Мясников.

Пухăва хутшăннисен ыйтăвĕсем  çине хуравласа район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕпе, умра  тăракан задачăсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

- Ыйтăвĕ нумай. Пурнăç улшăннă май вĕсем хушăнса пыраççĕ. Вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕ вĕсене  ял çыннисемпе, вырăнти активистсемпе пĕрле пулсан çеç килĕшÿллĕн татса пама пултарĕ, - терĕ Ростислав Николаевич.

Ыйтусем тенĕрен, пухăва пынисем çăва картисене тирпейлеме халăха активлăрах  йыхравлассии, район администрацийĕ патĕнче çул урлă каçмалли паллă лартасси, Гагарин урамĕнчи юпасем çине хунарсем çакасси, Çĕньял-Муркашра пĕве тата Шаптакри плотинăна тасатасси-тирпейлесси пирки ыйтусем хускатрĕç.

Тĕллевсем паллă, Вĕсем пурнăçлансан ял тăрăхĕн бюджечĕ те самай хушăнмалла.   Ку вара  ялта пурăнакансен пурнăç  условийĕсене тĕпрен лайăхлатассипе çыхăннă.

 А.Белов

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика