Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынна ырă туни çĕре ан ỹктĕр

11 марта 2020 г.

Ырă кăмăллă çынсем сахал мар пирĕн хушăмăрта. Çакна хăш-пĕр тĕслĕхпе те çирĕплетме пултаратăп. Ăнсăртран ылтăн çĕрре çухатрăм. Унтанпа çумăр та, юр та çурĕ. Тупас шанчăк та сỹнчĕ. Вăл хамах пỹрнĕ иккен. Треньелĕнчи "Олеся" лавкка умĕнче ăна Л. Суркова сутуçă тупнă. Тавăрса пачĕ. Çакăншăн Лариса Ивановнăна хаçат урлах тав тăвасшăн. Малашне те ĕçĕ ăнса пытăр унăн.

Сутуçă пирки халиччен те сахал мар ыррине илтнĕ. Ялта ирттерекен мероприятисем валли спонсорла пулăшу сахал мар кỹрет. Çакна ăна панă Тав хучĕсем те çирĕплетеççĕ. Тирпей-илемшĕн те тăрăшать. Лавкки умĕнчи маларах усăсăр выртнă çĕре карта тыттарсах чечексем лартнă. Вĕсем çуркуннерен пуçласа мĕн сивĕсем пуçланичченех çеçке çураççĕ. Килĕнче те кашни чỹрече çинче чечек савăчĕ унăн. Урайĕнчен пуçласа мачча таранах ешерет илем. Тăпрапа çитĕнекенни çеç мар, шывра ỹсекенни таранччен пур. Ирпе çеçке çурса каçхине хупăнаканнисем те илĕртỹллĕ.

"Çакнашкал илем кашни кил умĕнче, çуртра пулсан мĕн тери аван пулмалла", - тет Лариса Ивановна. Кăмăлне кура пурнăçĕ те ăнса пырать унăн. Тивĕçлĕ канура пулин те килĕшекен ĕçĕпе киленет, юратнă ачисем, мăнукĕсем пур.

Ĕçчен, тирпейлĕ, кăмăлĕпе ырă хĕрарăм вăл. Вăй-хăват тапса тăрать унра. Çынна ыррине çеç сунма ыйтать. (599).

М. МИХАЙЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика