Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье - чи пысăк пуянлăх

11 марта 2020 г.

Кашни çыннăн пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнаканни - çемье. Ăруран ăрăва малалла тăсаканни, çыхăнтараканни те вăлах. Аслисем яланах сумлă, хисеплĕ пулнă. Вĕсен сăмахĕнчен иртмен. Ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхне çамрăксем мала хунă.

Шăнкăртамри культура çуртĕнче ăрусене çыхăнтаракан уяв иртрĕ. Ăна Астăвăмпа мухтав çулталăкне, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалларĕç.

Фестиваль кăçалхипе улттăмĕш хут иртрĕ. Ăна Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн пуçарăвĕпе, культура, наци тата архив ĕçĕсен министерствин, Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çурчĕн, Общество палатин, район администрацийĕн пулăшăвĕпе йĕркеленĕ.

Уява республикăри мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, Общество палатин членĕ Мансур хазрат Хайбуллов, Чăваш Республикин çар комиссарĕ Александр Мокрушин, Общество палатин председателĕ Алексей Судленков, республикăри культура, наци тата архив ĕçĕсен министерствин пай начальникĕ Кирилл Павлов, район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Алевтина Куданова, "Тутар çемйи" тĕнчери обществăлла фонд директорĕ Милэуша Гайфуллина, Шăмăршă тата Патăрьел районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, Халăхсен туслăхĕн çурчĕн директорĕ Алексей Иванов, Чăваш Енри тутар наципе культурин автономийĕн председателĕ Ферит Гибатдинов тата ыттисем хутшăнчĕç, вăрçă ветеранĕсене, çемье юбилярĕсене, çамрăк мăшăрсене саламларĕç.

Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çывхарса килет. Çавна май вăрçă ветеранĕсене, Шăнкăртамри Нурулла Резеповпа Комсомольски районĕнчи Зинетьян Абдрахмановпа Минетулла Минязетдинова чысларĕç. Нурулла Велиуллович 1942 çултан Амур тăрăхĕнче службăра пулнă. 1943 çултан ăна кавалери дивизине куçарнă. Киле 1948 çулта таврăннă. Тăван çĕршыв Аслă вăрçин I степеньлĕ орденĕ, "За боевые заслуги" тата ытти юбилей медалĕсем пур унăн.

"Кăçал районти 59 мăшăр юбилей çулĕсене палăртма ĕмĕтленеççĕ. Вăл шутра 28-шĕ - 50, 17-шĕ - 55, 14-шĕ - 60 çул пĕрле пурăнаççĕ. Тин çеç пĕрлешекенсен вĕсенчен тĕслĕх илмелли пурах",- терĕ районти ЗАГС пайĕн начальникĕ Наталья Емелина.

Сцена çине черетлесе çур ĕмĕр ытла пĕр сăмахра пурăнакан кăтартуллă çемьесене чĕнчĕç. Вĕсене саламласа ырă та ăшă сăмахсем нумай каларĕç, парнесем пачĕç. Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов аслă ăру çыннисем çитĕнекен ăрăва, мăнукĕсене воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнине палăртрĕ.

Тăлăха юлнă салтак арăмне, нумай ачаллă çамрăк çемьене, нумаях пулмасть çемье çавăрнисене те чысларĕç уявра.

Ялти ташă-юрă ăстисемпе килнĕ хăнасем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика