06 марта 2020 г.
Ытларикун Шупашкарта республикăн агропромышленность комплексĕпе, апат-ҫимĕҫ рынокĕн конъюктурин улшăнăвĕсене мониторинглассипе, ҫийĕнчех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнассипе ҫыхăннă ыйтусемпе ĕҫлекен Правительство комиссийĕн тата ЧР Ял хуҫалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Унта хутшăнакансене, хăнасене пирĕн районти пĕрлештернĕ «канаш ен» фольклор ансамблĕ хаваслă юрă-кĕвĕпе кĕтсе илнĕ. Шелттемри культура ĕҫченĕсем «Пионер» агрофирма» ООО директорĕпе Николай Николаевпа пĕрле залри халăха Аслă Ҫĕнтерӳ 75 ҫул тултарнине халалланă театр постановки кăтартнă.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев регион агропромышленноҫĕн иртнĕ ҫулхи ĕҫ-хĕлне «позитивлă» тесе хак панă.
Олег Николаев аграрисене кăҫал 200 пуҫ выльăх вырнаҫтармалли комплексем, комбикорм хатĕрлемелли заводсем тумалли, ҫĕеĕтехника туянмалли, ҫĕр улми туса илессине вăйлатмалли программăсегне пурнăҫлама хастартарах хутшăнма чĕнсе каланă.
Кăҫалтан вăя кĕртнĕ 3 процентлă ял ипотекипе усă курса кашни ҫынах, ялти те, хулари те, ялта ҫурт – йĕр туянма пултарать. Олег Николаев ҫак ставкăна пĕчĕклетес тĕллевпе республика бюджетĕнчен субстди уйăрас ыйтупа пуҫару тунă.
Первоисточник: Канаш ен