Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнать ялта хисеплĕ ватă

06 марта 2020 г.

Первомайскинчи вăтам шкулăн виççĕмĕш класĕнче вĕренекен мăнукне Анат Чакăри Мария Никитична аран кĕтсе илчĕ. Куçĕ чỹречерен каймасть. Пĕччен кун-кунлама лайăхах мар. Алă ĕçĕ тăвасси çук ĕнтĕ 90 урлă каçнă ваттăн. Çавах районта тухса тăракан "Авангард" хаçатăн кашни номерне пĕр сиктермесĕр вулать. Кама çуралнă кунпа саламланисене тишкерет. Хăй пек вăрăм ĕмĕрлисене курсан савăнать. Колхоз ĕçĕнче, торф кăларнă çĕрте юнашар ĕçленĕскерсене куç умне кăларса тăратать. Первомайскинчи больницăра сипленнисене астăвать тата ытти те.

- Шкулта 4 класс çеç вĕренейнĕ эпĕ. Пиллĕкмĕшне те çỹреме пуçланăччĕ. Анчах аннене çĕрулми пайĕ панă. Пĕччен ниепле те ĕлкĕреймест. Ирĕксĕрех унпа ĕçе тухса утмалла пулчĕ. Шăллăмсемпе йăмăксене тăрантармалла-çке,- аса илет Мария Никитична. Вăл вăхăтра кĕрленĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чылай çамрăкăн малашлăх ĕмĕтне татнă ĕнтĕ.

Пĕве кĕрсе çитеймен çамрăк амăшĕпе пĕрле колхозра ĕçленĕ. Сурăх кĕтĕвне те кĕтнĕ. Колхоз вăкăрĕсене килте те усраса панă. Каярахра Улатăр енчи вăрмана йывăç касма кайнă. Пиншак аркийĕсем çурхи шывпа йĕпенсе каç тĕлне шанках шăнса ларнă. Чулхула çывăхне торф кăларма кайнине те асран кăлармасть. Çамрăксен хула çывăхне кайса укçа ĕçлесе илес килнĕ. Унпа тутăр илсе çыхма, саппун çĕлеттерме ĕмĕтленнĕ.

Ырлăхра пурăнать паян ватă. Хĕрĕ ăна пукане евĕр тумлантарать. Пỹрчĕ ăшă, капмар, çутă. Икĕ хутлă çуртра хăйне ирĕк пĕр пỹлĕм.

- Атте вăрçăра пулнă пирĕн. Ленинград блокадине лекнĕ. Йывăр аманса вăрăм вăхăт тăнсăр выртнă. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче пурнăçран уйрăлчĕ. Вăрçă сывлăхне хавшатнине тăтăш аса илетчĕ,- каласа парать Наташа хĕрĕ.

Пĕрре авланнăскер пулнă тата Павел Андриянович. Арăмĕнчен 5 ачи çурма тăлăха юлнă. Иккĕмĕш анне пулса çурта кĕме те çăмăл мар. Çавах мăшăрĕн ачисемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнă.

Ăрăва малалла тăсакан Смирновсем аслисемпе кĕçĕннисем пĕр варта çитĕннĕ евĕрех ỹснĕ. Паян та пĕр-пĕрин патне килсе-кайса çỹреççĕ. Мария Никитичнăран тата 5 ача çуралнă. Харăсах çурта 15 мăнукĕ, 25 кĕçĕн мăнукĕ, кĕçĕн мăнукĕсен 3 ачи килес пулсан ячĕ-шывне те пĕлсе пĕтерме кансĕр.

Ĕçлĕ пурнăçне Первомайски больницинче ирттернĕ Мария Никитична. Маларах инфекци уйрăмĕнче, каярах терапинче санитаркăра тăрăшнă. Яваплăха туйнине кура операци тăвакан çĕре куçарнă. Кунта вара кунне те, çĕрне те пăхса тăмалла пулман.

Нуши-терчĕ кам çине ытларах тиенет çавнах пырса çапать. Ачисем çемьеленсен, мăшăрĕ вилсен М. Смирнова пушара пула çуртсăр-йĕрсĕр тăрса юлать. Хăйне те аран хăтараççĕ. Юрать хĕрĕ çывăха тĕпленнĕ. Çавăнтанпа амăшĕ Наташа патĕнче. Кĕрỹшĕ, мăнукĕсем хăйне ăшшăн йышăннăшăн тав тăвать, савăнать. (406).

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика