Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 90 çулпалан саламларĕç чунтан

06 марта 2020 г.

Шăнкăртамри 90 çулхи С. Курякова çулне кура мар маттур. Ун çине пăхсассăн вăл тăххăрмĕш теçеткене çитнĕ тесе ниепле те калаймастăн. Сумлă юбилейпе хăйне саламлама пынисене ăшшăн кĕтсе илчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Султания Ялалдиновнăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хисеплесе янă открыткăна парсан тата "Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул" юбилейлă медале çакса ярсан куçĕсем шывланчĕç. Савăннипе те, хурланнипе те юхрĕç çутă тумламсем. Кинемейĕн пурнăçĕ пыл та çу пулман, нуши-тертне самаях курма тивнĕ.

Султания Ялалдиновна Шăнкăртамрах çуралнă. Çемьере 11 ача пулнă. Паян пĕр тăванĕсенчен шăллĕ çеç пурăнать. Мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ вăрçăпа ун хыççăнхи çулсене тивнĕрен выçлă-тутлă кунĕсем те сахал мар пулнă, апла пулин те вăл пуç усма юратман. Юрă урлă савăнăçне пайланă, хăйĕн чунне пусарнă. Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕпе Минсур Валитовпа пĕрле саламлама килнĕ культура çуртĕнче тăрăшакан Миндания Якушева купăсне тăсса ярса юрлама пикенсенех Султания Ялалдиновна та унпа пĕрле шăрантарчĕ. Пурнăç, тăванлăх пирки çырнисем янăрарĕç, ĕлĕкхисене те аса илчĕç. 90 çулхи кинемей юрă сăмахĕсене те ĕнер вĕреннĕ пекех ас тăвать. Сăмах май, çак çуртра пурăнакансенчен пурте тенĕ пекех кĕвĕпе туслă, купăспа та калама пĕлеççĕ.

С. Курякова тивĕçлĕ канăва кайичченех колхозра сысна, пăру пăхнă, ĕне сунă. Мăшăрĕпе, Небиулла Сафиулловичпа, 45 çул килĕштерсе пурăннă. Мăшăр çут тĕнчене виçĕ ывăлпа пĕр хĕр парнеленĕ. Халĕ асанне, кукамай ятне илтнĕ Султания аппа 8 мăнукĕпе тата 14 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать. Ĕлĕкхи йăлапа кĕçĕн ывăлĕ Ринат амăшне пăхать. Çуртра ватă çынна хисеплени, юратни сисĕнет. Султания Ялалдиновна çакна хăй те палăртрĕ.

- Ачасем лайăх пăхаççĕ, сума сăваççĕ. Çакăншăн тав вĕсене. Пурин те ĕмĕрĕ манăнни пек вăрăм тата телейлĕ пултăр, - тет вăл. Ват çын пехилĕ çитетех.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика