Яльчикское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔЛТЕРĔШĔ ПЫСĂК

04 марта 2020 г.

ПĔЛТЕРĔШĔ ПЫСĂК

Вăрçă… Кашни çемьерен ашшĕсем, ывăлĕсем, тетĕшĕсемпе шăллĕсем, аппăшĕсемпе йăмăкĕсем… фронта тухса кайнă. Çурри ытла тăван киле каялла таврăнайман.

Елчĕк шкулĕнче Астăвăмпа мухтав çулталăкне уçнă кун шăпах вăрçă çулĕсене, фронтри пурнăçа кăтартса пама тăрăшрĕç вĕренекенсем акт залĕнче хăйсен юрри-ташши, сăввисем тата кĕске сценкăсем урлă. Тылри халăх ял çыннисене вăрçа ăсатнине, аманнă салтака вăрçă хирĕнчен илсе тухнине, салтаксем çывăх çыннисенчен илнĕ çырусене вуланине, лăпкă вăхăтра пĕрле пуçтарăнса хут купăс каланă май юрăсем шăрантарнине хумхануллăн сăнарĕ залри халăх. Акă тахçантанпах кĕтнĕ Аслă Çĕнтерÿ! Тусанлă, юнлă вăрçă çулĕ витĕр утса тухнисен, тылри халăхăн пысăк савăнăçне те витĕмлĕн сăнарлама пултарчĕç шкул ачисем. Вĕсен пултарулăхне уява хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та ырăпа асăнмасăр иртмерĕ. Фашистсене çапса аркатассинче салтаксемпе пĕрле тыл ĕçченĕсен те тÿпи пысăк пулнине палăртнă май вăл çĕнтерĕвĕн пĕлтерĕшĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Пирĕн тĕп тивĕç – Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă пур мероприятие те çÿллĕ шайра ирттересси.

Савăнăçлă лару-тăрура Николай Петрович педагогика ĕçĕн ветеранĕсене – Роберт Бобылева, Петр Чернова, Петр Лобанчикова, Анатолий Сайкина ăшшăн саламларĕ, вĕсен кăкăрĕсем çине «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе – 75 çул» юбилей медалĕсене çакса ячĕ.

Кунтах ГТО нормисене тивĕçлĕ пурнăçланă вĕренекенсене чысларĕç. Ăшă саламсем çумне шкул директорĕ Лариса Васильева та хутшăнчĕ.

Килнĕ хăнасем Аслă Çĕнтерĕве халалланă куравсемпе тĕплĕн паллашрĕç.

Е.ПЕТРОВА

Сăн ÿкерчĕкре: Николай Миллин педагогика ĕçĕн ветеранĕсене чысланă самант.

Первоисточник: "Елчeк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика