Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр салтак-танкистпа сыв пуллашрĕç

24 января 2020 г.

Палланă е çывăх çын пурнăçран уйрăлни чун-чĕрене пырса тивет, чуна ыраттарать. Пирĕншĕн иртнĕ кунсенче пысăк çухату пулчĕ. Питĕ лайăх çын, кăмăллă, калаçма ỹркенмен Алманч тăрăхĕнчи пĕртен-пĕр ĕçпе вăрçă ветеранĕ Николай Александрович Александров пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. 97 çулта пыракан паттăр салтак Туçи Чуракассинче 1923 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче хресчен çемйинче кун çути курнă. Ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Пурнăç условийĕсем япăх пулнă пирки малалла пĕлỹ илме каяйман, çамрăклах ĕçе кỹлĕнме тивнĕ. Ялта паллă, хисеплĕ çын пулнă вăл. 10—11 çулсенчех çăматă йăвалама вĕреннĕ. Ял çыннисене кăна мар, юнашар ялсенчи çынсен кăмăлне те тивĕçтернĕ. Пуртă-пăчкăпа ĕçлеме юратаканскер, çăматă калăпĕсене те хăйех ăсталанă. Тата Микулая ял халăхĕ кăмакаçă пулнипе ырăпа асăнать. 141 киллĕ ялта пурте тенĕ пекех вăл ăсталанă кăмакасемпе усă курнă. 12—13 çулсенче çамрăк ача лашапа ака-суха ĕçĕсене хутшăннă, выльăх-чĕрлĕх пăхнă, ăста платник пулнă, строительство ĕçĕсене хутшăннă. Хĕллехи вăхăтра Йĕпреç, Буинск, Киря вăрманĕсене йывăç хатĕрлеме кайнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан 19 çулхи патвар каччă 1942 çулхи май уйăхĕнче Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Малтанах вĕсене Çĕпĕрте танкистсем хатĕрлекен чаçе илсе кайнă, унта вăл вăрçă техникин специальноçне илет. Çамрăк салтак чылай хаяр çапăçусене хутшăнать, аманса госпитальте те сипленме тивет, ун хыççăн каллех фронта таврăнать, нимĕç фашисчĕсемпе хастар çапăçать, паттăрлăх кăтартать. Хăюллă çамрăк салтак нимĕçсен тĕп йăвине Берлина çитни çинчен каласа панине те лайăх астăватăп. Ентешĕм Хĕрлĕ Çар ретĕнче 6 çул хушши службăра тăнă. Н. Александровăн вăрçă çулĕсенчи паттăрлăх кăтартнишĕн илнĕ орденсемпе медальсем чылай. Унăн кăкри çинче “Хĕрлĕ Çăлтăр”, “Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăшăн”, “Берлина илнишĕн”, “1941—1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн” медалĕсем чăн-чăн паттăр салтак пулнине палăртаççĕ. Юбилей медалĕсем те йĕркеллĕ упранаççĕ. Хастар салтак паттăрлăхне арми генералĕ В. Говоров, Соколовский маршал тата гварди-генерал полковник М. Катухов та пысăк хак панă, хăйсем алă пуснă Хисеп грамотисемпе чысланă, вĕсем çемье архивĕнче халĕ те упранаççĕ. Н. Александров салтак шинельне хывнă хыççăнах тăван колхозра ĕçлет. Çулсеренех вырма ĕçĕсем вĕçленсен, йĕтем çинче молотилкăпа авăн çапнă çĕрте мотористра ĕçленĕ, пурнăçăн ытларах пайне тимĕрçĕ лаççинче ирттернĕ, унта вăл 20 çула яхăн вăй хунă, ял çыннисене чылай пулăшу кỹнĕ. Запасри салтак шкул ачисемпе те тачă çыхăну тытнă, вĕсем патĕнче час-часах тĕлпулу ирттернĕ, хаяр вăрçă çулĕсенчи самантсемпе паллаштарнă. Шкул ачисем хăйсем те паттăр салтак патĕнче пулнă, юрă-ташăпа савăнтарнă, Тимур команди килти ĕçсене тума пулăшнă. Чун чĕреллĕ, шанчăклă юлташ, кăмăллă та сăпайлăскер, чылай вăхăт хушши чирлесе пирĕнтен уйрăлса кайни — пысăк çухату. Кирек хăçан та вăл шỹтлеме, пурнăçпа савăнма пĕлнĕ, яланах халăх хушшинче пулнă. Ăна çынсем юратнă, хисепленĕ. Унăн çутă сăнарĕ, ырă ячĕ, паттăрлăхĕ яланах асра пулĕ, пирĕн чĕрере ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ, пире малашне те пархатарлă ĕçсем тума, ырă чунлă пулма, тỹсĕмлĕхе ỹстерме, тăрăшса ĕçлеме тата вĕренме хавхалантарĕ. Паттăр салтака, ĕçпе вăрçă ветеранне Н. Александрова юлашки çула ăсатма районти ĕçпе вăр-çă ветеранĕсен канашĕн председателĕ Г. Ефимов (Тусли), Алманч тăрăхĕн специалисчĕ А. Григорьева, Алманч вăтам шкул директорĕ О. Димитриев тата çак статья авторĕ те хутшăнчĕç, хурлăхлă митингра унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Хаклă çыннăмăра юлашки çула ăсатма ял-йыш, тăван-хурăнташĕ, Алманч вăтам шкулĕнче вĕренекенсем чылайăн пухăнчĕç, ăна Алманч масарĕ çине пытарчĕç. Лăпкă çывăр ентешĕм, тăпру çăмăл пултăр.

Тус-юлташĕсен ячĕпе Аврам Николаев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика