Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнерхи вĕренекенсем тĕл пулăва пухăнчĕç

11 февраля 2020 г.

Алманчри вăтам шкул ваттисен шутĕнчех мар-ха. Ăна 1962 çулта уçнă. 1965 çулта 11 класс пĕтерекенсен пĕрремĕш кăларăмĕ пулнă. Унтанпа чылай вĕренекенсем юратнă шкулпа сывпуллашса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă. Шкултан вĕренсе тухнисемпе тĕлпулу ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕ кунта. Ĕнерхи вĕренекенсем çулсеренех пĕлỹ керменне пухăнса тăван шкулпа, пĕлỹпе воспитани паракан хисеплĕ вĕрентекенсемпе, тус-юлташсемпе тĕл пулаççĕ. Кăçал та, январĕн 25-мĕшĕнче, шăматкун, тĕрлĕ çулсенче вĕренсе пĕтернĕ 70-е яхăн çын пуçтарăннă кунта. Шкул коллективĕ тĕлпулăва тĕплĕн хатĕрленнĕ. Коридорта шкул пурнăçне сăнлакан чылай стендсем вырнаçтарса тухнă. “Шкул вĕсемпе мухтанать”, “Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕсем”, тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнă ачасен фотостенчĕсем те пур. “Салам выпускниксене” çырнă плакан та хăй вырăнне йышăннă. Коридорта тĕрлĕ тĕслĕ, ырă шăршă кăларакан чĕрĕ чечексем те пухăннисен кăмăлне кайни палăрчĕ. 13 сехет иртсен савăнăçлă тĕлпулу мероприятине чи лайăх вĕренекенсем — Эвелина Григорьевăпа (8 кл.) Дарья Иванова (9 кл.) уçрĕç. Шкул ачисем тулли уяв программи хатĕрленĕ. Чи малтанах шкул директорĕ О. Димитриев сăмах илчĕ. Вăл пухăннисене ăшшăн саламларĕ. Вĕрентỹ тытăмĕнче ĕçленĕ педагогсемпе вĕренсе тухнă юлташсем вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнисене аса илсе пĕр минут шăп тăчĕç. Олег Васильевич вĕренỹ учрежденийĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн паллаштарчĕ. Шкулта 75 ача пĕлỹ илет, кунсăр пуçне шкул çумĕнчи ача пахчине 20 ача çỹрет. Вĕсене пуян опыт пухнă, пысăк стажлă педагогсем вĕрентеççĕ. 11 вĕрентекенрен А. Николаева, П. Матвеева, А. Петрова, Л. Петров, Л. Петрова, Н. Александрова 1-мĕш категориллĕ, вĕрентỹ отличникĕсем, пенси çулĕсенче пулин те, ачасенчен уйрăлмаççĕ, вĕсене тарăн пĕлỹ парса çĕршыва юрăхлă, усăллă çын пулма вăй-халне шеллемесĕр ĕçлеççĕ. Г. Димитриевăн ĕç стажĕ 40 çула яхăн. Вăл — аслă категориллĕ педагог. Ĕç ветеранĕ, вăл та пенсионерсен йышĕнче. Çамрăк педагогсене А. Григорьевăпа Т. Григорьевăна та ырăпа асăнса хăварас килет. Вĕсем кĕçĕн класри ачасене вĕрентеççĕ. Шкул ачисем спортпа туслă, тĕрлĕрен секцисемпе кружоксем йĕркеленĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче кăна спортзала тĕпрен çĕнетнĕ, çителĕклĕ таран спорт инвентарĕсемпе тивĕçтернĕ. Вĕренекенсем конкурссемпе олимпиадăсене активлă хутшăнаççĕ. Юлашки çулсенче кăна Чăваш Республикин чысне Мускавра 8 вĕренекен ăнăçлă хỹ-тĕленĕ, пурте Дипломсемпе таврăннă. Калама та кăмăллă, шкулта çирĕп дисциплина хуçаланать. Вĕрентекенсем ачасене çирĕп пĕлỹ парассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ, пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕренекенсенчен çурри ытла “4” тата “5” паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ. Вĕренсе тухакансенчен чылайăшĕ аслă тата вăтам вĕренỹ заведенийĕсене кĕме экзаменсене ăнăçлă тытаççĕ. Олег Васильевич каланă тăрăх, вĕрентỹ тытăмĕ умĕнче йывăрлăхсем сахал мар пулин те, Алманч вăтам шкулĕ вĕсене çăмăллăнах парăнтарса пырать. Шкулта пурĕ 23-ĕн ĕçлеççĕ. “Çулталăк библиотекарĕ” О. Долгова 21 çул хушши вăй хурать, ăста поварсем Е. Васильевăпа М. Борисова 30-шар çул столовăйĕнче тутлă апат-çимĕç пĕçереççĕ. Кĕçех хумханмалли вăхăт та çитрĕ. Сцена çине 50 çул каялла вĕренсе тухнисене йыхравлаççĕ. Вĕсем 9-ăн: Е. Егорова, С. Фирсов, А. Филиппова, А. Емельянова, А. Афанасьева, Р. Николаева, С. Краснова, С. Захаров, Ю. Владимиров. Пурте вĕренỹ хыççăнхи пурнăçĕсемпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç. Ертсе пыракансем, учитель рольĕнче пулса, вĕсене чылай ыйтусем парса хуравсем илчĕç тата пурте кăмăллакан юрăсене шăрантарчĕç. Вĕсемпе пĕрле пухăннисем те юрларĕç. Сцена çине 25 çул каялла вĕренсе тухнисене те кăларчĕç. Уява 4-ăн килме пултарнă: А. Романова, Т. Григорьева, Н. Павлова тата А. Пушкина. Вĕсем те хăйсен шкул хыççăнхи вăхăчĕсемпе паллаштарчĕç, ертсе пыракан “учительсен” ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, юрăсем те шăрантарчĕç. Шкул коллективне электрочейник парнелерĕç. Пухăннисем умĕнче ку шкулта вĕрентỹ тытăмĕнче ĕçленĕ пĕрремĕш учителĕсенчен пĕри Л. Григорьев, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн членĕ тухса калаçрĕ. Вăл шкулта туслă коллектив ĕçленине палăртрĕ. Лев Григорьевич ĕçленĕ çулсенче шкул ачисем спортра пысăк çитĕнỹсем тунă, шкулти учительсенчен йĕркеленĕ художество пултарулăх коллективĕ ял халăхне концертсемпе савăнтарнă. Педагогика ветеранĕ, ташă-юрă ăсти, паянхи кун та сцена çинчен анма пĕлмест, районти ветерансен хорне çỹрет, пĕччен те, хорпа та юрлать. Рита Вячеславова, ку шкултан вĕренсе тухнăскер, хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Ялта, хресчен çемйинче çуралнăскер, йывăрлăхсенчен пачах хăраман. Тăрăшса вĕреннĕ, аслă пĕлỹ илме пултарнă. Пĕр хушă Упи вăтам шкулĕн тилхепине те тытса пынă, хамăр районти Кушкăри вăтам шкулта та ĕçлеме тивнĕ ăна. Аспирантура пĕтернĕскер, аслă вĕренỹ заведенийĕнче студентсене ăс панă. Шкул ачисене тăрăшса вĕренме ырлăх-сывлăх сунчĕ, хăйне вĕрентнĕ педагогсене ырăпа асăнчĕ.

                                                                                                                                                                                                                                                                     А. Николаев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика