Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алманчсем пĕтĕмлетỹ пухăвĕнче

26 февраля 2020 г.

Ял тăрăхĕн аталанма шанăç та, майсем те çителĕклех. Алманч ял тăрăхĕ 8 яла пĕрлештерсе тăрать. Кунта пурĕ 1576 çын пурăнать. Вăй питти çынсем 912-ĕн шутланаççĕ, пенсионерсем — 453-ĕн. Çак кунсенче кашни ялтах граждансен пухăвĕсем пулса иртрĕç. Февралĕн 14-мĕшĕнче вара Алманчри культура çуртне 10 сехет тĕлне район Пухăвĕн депутачĕсем, бюджет учрежденийĕн пуçлăхĕсем, ял старостисем, ялсенчи граждансем пухăнчĕç. Анлă пухăва районти организацисен ертỹçисен пысăк ушкăнĕ те килсе çитрĕ. Культура çурчĕн фойинче ал ăстисен куравне йĕркеленĕ. Кунта çыхнă кофтăсем, салфеткăсем, шарфсем, чăлха-нускисем, минтер пичĕсем, йăваланă пĕчĕк çăматăсем тата нумай-нумай тĕрлĕрен теттесем вырнаçтарнă. Иртнĕ кунсенче кăна ялсенче граждансен пухăвĕсем иртрĕç пулин те, ял тăрăхĕн иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене итлеме 80 çын ытла хутшăнчĕ. Пухăва ял администраци пуçлăхĕ В. Долгов уçрĕ, вăлах йĕркелесе ертсе пычĕ. Малтанах Владимир Витальевич ял администрацийĕ иртнĕ çул епле ĕçлесе пыни çинчен отчет туса пачĕ. Çак тапхăрта чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Бюджета епле пурнă-ласа пынă, халăха хумхантаракан чылай ыйтусене татса панă. Супар ялĕнчи Вокзал урамне вак чул сарса хытарнă, Нимĕчкасси ялĕнче те çакăн евĕр ĕç тунине асăнчĕ. Урамсене çутăпа тивĕçтерессипе те сахал мар ĕçленĕ, çурт-йĕр çинчи номерсене çĕннисемпе улăштарнă, ял тăрăхĕсенче ăпăр-тапăр пухмалли контейнерсем вырнаçтарса тухнă. Паллах, ĕçе пĕччен тума май çук. Депутатсем, вырăнти администраци специалисчĕсем, старостăсем, ваттисен канашĕ чылай пулăшнă. Владимир Витальевич администрацинче ĕçлекен А. Григорьева, Т. Сергеева, Л. Родионова тата Нимĕчкассипе Туçи Чуракасси ял старостисене В. Аврамовпа Н. Филиппова ырми-канми ĕçлесе пынине палăртрĕ, вĕсене ятранах тав сăмахĕсем каларĕ. Юлашкинчен администраци пуçлăхĕ умра тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕ, граждансен ыйтăвĕсем çине тулли хурав пачĕ, обществăлла ĕçсене активлă хутшăннă М. Павловăна, Л. Федоровăна, Г. Николаевăна, А. Васильева тата А. Николаева Тав хучĕсем парса чысларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăхĕпе экологи, ЖКХ пайĕн ертỹçи С. Григорьев районăн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Трак енре çĕнĕ тротуарсем, асфальтланă çулсем, чылай объектсем, нумай-нумай ĕçсем туни чăннипех савăнтарать. Район бюджечĕ те тупăшсем енчен пуянлансах пырать. Ял хуçалăхĕпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çинчен те асăнмасăр хăвармарĕ Станислав Федорович. Вăл ĕçпе тыл ветеранĕсен — А. Иванов, М. Семенова, С. Андреев, М. Владимирова кăкăрĕсем çине Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă юбилей медалĕсем çакса ячĕ. Кунпа пĕрлех республикăри ветерансен канашĕн Президиумĕн Тав çырăвĕпе Нимĕчкасси ял старостине В. Аврамова чысларĕ. Вăл ку чыса чăннипех тивĕçлĕ. Вăл тăрăшнипе ял территоринче чылай пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Ку ялти халăх субботниксене те активлă хутшăнать. Ял хушшинче тирпей-илем хуçаланать. Туçи Чуракасси ял старости Н. Филиппов та район администраци пуçлăхĕн Тав çырăвне илчĕ. Вăл та ял халăхĕшĕн тăрăшнине палăртма кăмăллă. Çак кунсенче кăна Чапаев урамне пыракан шăтнă шыв пăрăхне экскаваторĕпе усă курса хăй шучĕпех юсав ĕçĕсем туса пачĕ. Район администраци пуçлăхĕн Тав çырăвне Алманч ял администрацийĕнче вăй хуракан А. Григорьева та тивĕçрĕ. Пухура Красноармейски районĕнчи клиент службин ертỹçи М. Короткова, районти тĕп сиплев тытăмĕн заведующийĕ М. Григорьева, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Л. Анисимова, районти газ участокĕн начальникĕ В. Петров, пушар хăрушлăхĕн тытăмĕн ертỹçи М. Коржаков тухса калаçрĕç. Вĕсем патне граждансенчен чылай ыйтусем пулчĕç. С. Егоров, О. Долгова, А. Аврамова, А. Степанова, А. Мефодьева, В. Аврамов тивĕçлĕ хурав илчĕç. Пухура Алманч чиркỹ старости Ф. Николаев та тухса калаçрĕ. Вăл залра ларакансене чиркỹ тума хутшăннăшăн тата укçа-тенкĕпе пулăшнăшăн тав сăмахĕсем каларĕ. Çĕкленекен чиркỹ ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Куполсем вырнаçтарнă, чансем те илсе килнĕ. Тул енчи ĕçсене пурнăçланă. Укçа-тенкĕ енчен кăштах пулăшсан, чиркỹ кăçал ĕçлеме тытăнмалла. Пуху вĕçĕнче ваттисен канашĕн ертỹçин отчетне те итлерĕç, унăн çĕнĕ ушкăнне суйларĕç. Ваттисен канашĕн председателĕ пулма педагог-пенсионера — Галина Васильевна Яковлевăна çирĕплетрĕç. Вăл Супарти вулавăш заведующийĕнче вăй хурать. Пухăва хутшăннисене пултарулăх ушкăнĕсем концертпа савăнтарчĕç. Ку йышра Алманчри вăтам шкулти кĕçĕн классен ташă ушкăнĕ, Шывпуçĕнчи Культура çурчĕ çумĕнчи "Кăйкăр" художество пултарулăх ушкăнĕ (ертỹçи — Э. Петрова) тата Алманчри Культура çурчĕ çумĕнчи "Мерчен" пултарулăх ушкăнĕ (ертỹçи — А. Григорьева) пулчĕç. Чылай юрă шăрантарчĕç, ташă лартса пачĕç. Пĕчĕкех мар кулăшла сценка та залра ларакансене пысăк савăнăç парнелерĕ. Сценкăра М. Павлова, Л. Григорьева, А. Фомин, А. Кириллов тата Ю. Марков пысăк ăсталăхпа вылярĕç. Вĕсене халăх тăвăллăн алă çупса саламларĕ.

                                                                                                                                                                                                                                                               А. Николаев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика