Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăха парăнман, нушара та авăнман

28 февраля 2020 г.

1930 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕнче кун çути курнă Алманчăри Аксиния Петрова 90 çулхи çавра юбилейне паллă турĕ. Шел, мăшăрĕ пурнăçран иртерех уйрăлнă, паянхи ырлăх-телейпе киленеймест. Укçине аппа вара хĕрĕпе ывăлĕсен, кинĕсен, мăнукĕсен ăшшине туйса кун-кунлать, çĕре кĕскетет.

Пилĕк ача çитĕнтернĕ Петровсем. Йĕкĕрешсенчен пĕри, Юра, 24 çула çитсен вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Асли, Коля, тинĕс çар офицерĕ пулнă. Халĕ тивĕçлĕ канура, Севастопольте пурăнать. Шупашкарта тĕп-леннĕ Наташа француз чĕлхипе вĕрентнĕ, каярах юриста вĕренсе тухнă. Паянхи кун амăшне пăхать. Германпа Саша тăван тăрăха юлнă. Асли Яманчурел карьерĕн генеральнăй директорĕ. Саша вара фермер хуçалăхĕн ертỹçи, çĕр ĕçне тытса пырать.

Аксиния Яковлевнăн 9 мăнук, 4 кĕçĕн мăнук. Ăрăва малалла тăсакансенчен тăваттăшĕ юрист профессине алла илеççĕ. Алеша Самарăра прокурор пулăшуçинче ĕçлет. Лена Мускаври Кутафин ячĕллĕ академире вĕренет, Юрăпа Миша магистратурăпа бакалаврта пĕлỹ пухаççĕ.

Мĕн çамрăкран çĕрпе ĕçленĕ А. Петрова. 40 çула яхăн уй-хирте тăрăшнă. Çав шутран 15 çул пĕр улшăнмасăр тыр-пула им-çам сапнă çĕрте вăй хунă. Мăшăрĕ те салтакран килсенех тимĕрçĕ лаççине вырнаçнă. 15 çул унăн аллинчен йывăр мăлатук кайман. Куçне шăвăç татăкĕ кĕрсен юратнă ĕçрен уйрăлма тивнĕ.

Терт-нушине сахал мар курнă Укçине аппа. Сталинăн саккăрла çаптарнă саламачĕ паянхи кунчченех сипленми суран хăварнă унăн чун-чĕринче. Вĕсен лăш курмасăр пуçтарнă пурлăхне иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче туртса илсе ашшĕне халăх тăшманĕ тесе тĕрмене ăсатнă. Амăшне, пепке кĕтекенскере, ссылкăна янă. Килне 4 ачи тăрса юлнă. Вĕсене аслă хĕрĕ хăйĕн хỹттине илнĕ.

Колони-поселенинче кун çути курнă Укçине. Икĕ хĕрарăм пĕр харăсах çăмăлланнă. Çуратнă хыççăн ачисене палласа илме ыйтнă. Укçинене аппăшĕсем çавăнпа хăйсен мар тесе сахал мар вăрçтарнă. Анчах пĕр тăванĕ каснă-лартнă аслă аппăшĕ пек пулнă.

Кăкăр ачипе яла таврăннă амăшне пылак пурнăç кĕтсе тăман. Уйăхранах хĕрарăма вăрман касма янă. Налук тỹлемен тесе амăшне 6 уйăхран тĕрмене хупаççĕ.

Кỹршĕре пурăнакан пĕр хĕрарăм Укçинене кăкăр ĕмĕртсе тăрать. Кайран та тĕрмерен килнĕ амăшне класс тăшманĕ тесе пĕрлешỹллĕ хуçалăха йышăнман. Каллех çуртран тырри-пуллине, выльăх-чĕрлĕхне сăптăрса тухса кайнă. Çуртне те сỹтнĕ.

Çĕр чавса пурăнма пуçланă çемье. Урана тăхăнмалли нимĕн те пулман. Амăшĕ çăпата туса панă. Качака усрани кăштах çăмăллăх кỹнĕ.

"Çĕр пỹртре пĕчĕк кăмака купаланăччĕ. Çиччĕмĕш класс пĕтериччен кăмака çутипе урока хатĕрленеттĕм. Хĕллехи сивĕсенче çĕр каçма кỹршĕсем патне каçаттăмăр",- куççуль витĕр аса илет Укçине аппа.

8 çулта çурла тытнă вăл. Ирĕн-каçăн амăшĕпе пай çĕрĕсенче тырă вырнă.

Пĕве кĕрсен те "кулак хĕрĕ" ят кайман Укçинерен. Çапах пуçне усман çирĕп кăмăллăскер. Вăрçă вăхăтĕнче, ун хыççăн та лайăх ĕçленĕшĕн халăха 2 метр пусма панă, анчах Аксиния Яковлевнăна тивĕçмен.

Хурлăхĕ чунне арман чулĕ пекех пусса тăнă. Мăшăрĕпе пĕрлешсен тына туяннă вĕсем. Ĕне сĕкнĕрен кĕтĕве ярайман. Урамра выльăх валли чĕм-чем курăкĕ çулнă вăхăтра колхоз председателĕ пынă та аллинчи çавине тăпăлтарса илсе "кулак хĕрĕ" тесе хăмсарнă.

Шăлне çыртнă та тỹснĕ ĕнтĕ. ФЗОра вĕреннĕ, Яппун вăрçине хутшăннă, хĕсметре 7 çул пулнă, нумай наградăна тивĕçнĕ Аркадий Петровпа çемье çавăрнă Аксиния Яковлевна. Пỹрт лартнă, вите-хуралтă çавăрнă. Ача-пăча çитĕнтернĕ. Хăйсенчен мĕн килнине пурнăçланă. Çĕр çине ырă ят хăвараççĕ. Кăкăр тулли медаль халĕ Укçине аппан. Сумлă ячĕ тахçанах таврăннă. Паянхи кун ăрăва малалла тăсакансен çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнать. Ачисем те ăна ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунаççĕ. (471).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика