Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă сăмах чуна ăшăтать

21 февраля 2020 г.

Ашшĕ-амăшне, аслаш-шĕпе асламăшне тата кукашшĕпе кукамăшне ачисен, мăнукĕсен çитĕнĕвĕсем хавхалантараççĕ. Туçари Валерий Ивановичпа Полина Кирилловна Салминсен та çак кунсенче мăнукĕ пирки илнĕ хыпара пула савăнăçĕ иксĕлми.

Туçари вăтам шкултан - ылтăн медальпе, И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн энергетика факультетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă П. Павлов хальхи вăхăтра службăра тăракан çар чаçĕнчен Наталия Валерьевна ячĕпе Тав çырăвĕ килнĕ. Унта Павел вĕрентỹ центрĕнче чухне те, службăра та хăйне дисциплина, яваплăх енчен лайăххине çеç кăтартнине каланă. Ентешĕмĕр çавăн пекех ĕçе юратнипе, йывăрлăхсене çĕнтерме пĕлнипе, вĕрентỹ программине хăвăрт алла илнипе те палăрнă. Вăл юлташĕсемпе командирсем хушшинче те авторитет çĕнсе илнĕ, пĕрле службăра тăракансемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. 106-мĕш вĕрентỹ центрĕн начальникĕ Д. Килеев полковник амăшне ывăлне тивĕçлĕ воспитани панăшăн тав тунă.

Сăмах май, П. Павлов 2019 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче çеç салтак аттине тăхăннă. Унччен вара кăшт маларах, И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн энергетика факультечĕн магистратура уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ. Ăс пухнă вăхăтрах Шупашкарти "Экра" наукăпа производство предприятийĕнче инженерта вăй хунă.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика