Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мероприятисене паллă юбилейсене халалланă

21 февраля 2020 г.

Пăлапуç Пашьелĕнчи культура çуртĕнче Астăвăмпа мухтав çулталăкне, Чăваш автономи облаçĕн 100 çулхи юбилейне тата ял пуçланса кайни 395 çул çитнине халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Уява хапăл тунисене Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин саламларĕ, историпе çыхăннă пулăмсене ас туса тăни пуласлăх никĕсĕ пулнине палăртрĕ.

Куракансене "Пашьел" халăх фольклор ушкăнĕ, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Çамрăк каччăсене вăрçа ăсатса кĕтсе илни, кану тата госпитальсенчи самантсене сăнлани, Юрий Левитан диктор çар хроникипе çыхăннă хыпарсене пĕлтерни уяв сĕмне тата ỹстер- чĕ, чуна çỹçентерчĕ. Сцена çинче вăй питти арçынсем вăрçа тухса кайсассăн ватти-вĕтти, хĕрсемпе хĕрарăмсем пĕрле пулса пĕтĕм йывăрлăха тỹссе ирттернине те пăлханмасăр пăхма май пулмарĕ. Вера Мешкова салтак амăшĕн ролĕнче кĕтсе илеймен ывăлĕшĕн макăрнине те çỹçенсе итлерĕç куракансем. Светлана Никитина хайланă "Çĕнтерỹшĕн пысăк тав" сăвви те куççуль кăларчĕ.

Шурă акăшсем пек тумланнă хĕрсен "Журавли", хĕрарăмсен "Майский вальс" ташшисене, шкул çулне çитмен ачасен "Наша родина сильна" юррине те концерт курма килнисем пăлханмасăр пăхаймарĕç.

Аслă Çĕнтерỹ çулĕ вăрăм та йывăр пулнă. Пăлапуç Пашьелĕнчен 135 салтак мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе пуç хунă. Вăрçă хыççăн киле таврăннă фронтовиксенчен те Василий Осипович Мешковпа Лазарь Васильевич Романов çеç пурăнаççĕ.

Истори пĕлтерĕшлĕ паллăсемпе - юбилейсемпе - çыхăннă мероприятие хутшăннисене, курма килнисене культура çурчĕн ертỹçи Елена Иванова чун-чĕререн тав турĕ, пурне те ăнăçу сунчĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика