Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕррисем асра тытчăр, ăрусем ан манччăр

21 февраля 2020 г.

Февралĕн 15-мĕшĕнче районта йăлана кĕнĕ "Чĕррисем асра тытчăр, ăрусем ан манччăр" фестиваль иртрĕ. Кăçалхипе 15-мĕш хут пулнă патриотизмла юрăсен фестивальне яланхи пекех пирĕн районти воин-интернационалистсене Геннадий Ивановпа Юрий Макарова тата Чечен вăрçинче пуçĕсене хунă Валериан Быковпа Сергей Эзенкина асăнса ирттерчĕç.

Фестивале кăçал 33 ача хутшăнчĕ, вĕсем виçĕ ушкăнра - кĕçĕн (8-12 çултисем), вăтам (13-15 çултисем), аслă (16-22 çултисем) - юрларĕç.

Жюри пĕтĕмлетĕвĕпе патриотизмла юрăсен фестивалĕнче çак юрăçсем çĕнтерчĕç:

кĕçĕннисен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăна Ачасен искусство шкулне çỹрекен Нелли Чубайкина (ертỹçи - Татьяна Зарубина) тивĕçрĕ, иккĕмĕшне - Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекен Диана Макарова (ертỹçи - Марина Чучакова) тата Шулю шкулĕнчи Эдуард Тарасов (ертỹçи Елена Кудряшова), виççĕмĕш вырăна Анна Александровапа (Ачасен искусство шкулĕ, ертỹçи - Людмила Кирюшина) Хусанушкăнь шкулĕнчи Даниил Егоров (ертỹçи - Вера Нагорова) тухрĕç.

. вăтам ушкăнра Ачасен искусство шкулне çỹрекен Валерия Грушенкова (ертỹçи - Татьяна Зарубина) çĕнтерчĕ, иккĕмĕш вырăна Çĕн Атикасси шкулĕнчи Анастасия Ремизовапа (ертỹçи - Алина Осеева) Диана Сядайкина (Ачасен искусство шкулĕ, ертỹçи - Валентина Грачева) тухрĕç, виççĕмĕшне - Мăн Этмен шкулĕнчи Даниил Мокшинпа (ертỹçи - Валерий Ярабаев) Кив Атикассинчи Культура çурчĕ çумĕнче ăсталăхне туптакан Николай Савельев (ертỹçи - Николай Данилов).

аслă ушкăнра Кристина Дементьева çĕнтерчĕ, иккĕмĕш вырăна Мария Аливанкина тухрĕ, виççĕмĕшне - Кира Булаткина (виççĕшĕн те ертỹçи - Валентина Грачева). Фестивальте палăрнисем пурте Дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç.

А.КАРПОВА. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика