Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк ученăй çитĕнỹсем тăвать

18 февраля 2020 г.

Тăрăнта çуралса ỹснĕ хими наукисен кандидачĕн Анастасия Алексеевăн çитĕнĕвĕсем И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ĕçтешĕсене çеç мар, ашшĕ-амăшне те, тăванĕсемпе ял-йыша та савăнтараççĕ.

Пĕтĕмĕшле органикăлла мар аналитикăлла хими кафедрин доценчĕ конкурс витĕр тухса çак кунсенче ĕçри çитĕнỹсемшĕн "Чи лайăх çамрăк ученăй" ята тивĕçнĕ, ученăйсемпе преподавательсем Раççей наукин кунне уявланă май, чыслă лару-тăрура ăна çак ятпа саламланă. Сăмах май каласан, шăпах çак кун ентешĕмĕрĕн çуралнă кунĕ те пулнă.

А. Алексеева Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн хими факультетĕнче хăйĕн пĕлĕвне малалла тăснă, аспирантурăна "5" паллăсемпе пĕтернĕ, хими ăслăлăхĕн кандидачĕ пулма Хусанта диссертаци хỹтĕленĕ.

Ентешĕмĕр 2013 çулта "Çулталăк аспиранчĕ" ята тивĕçнĕ. 2011, 2013, 2015 çулсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулнă.

2012 çулта Раççей Правительствин стипендине илсе тăнă, 2016 - 2018 çулсенче РФ Президенчĕн стипендине, 2019 çулта РФ Президенчĕн грантне тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра вăл хăй вĕреннĕ аслă шкулта наукăпа тĕпчев тата педагогика ĕçĕнче аслă пĕлỹ илекенсене пулăшас тĕллевпе вăй хурать.

Л. ЛЯЛЬКИН

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика