Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян ĕнерхинчен хастар пулни пĕлтерĕшлĕ

18 февраля 2020 г.

Иртнĕ эрнере Первомайски тата Пикшик ял тăрăхĕсенче граждансен пухăвĕсем иртрĕç. Вĕсенче Владимир Федоровпа Эмир Алимов поселени пуçлăхĕсем 2019 çулта пĕрлехи вăйпа пурнăçланă ĕçсем пирки отчетсем туса пачĕç, кăçал пурнăçлама палăртнă тĕллевсене пăхса тухрĕç. Пухусене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, ял тăрăх тата район Пухăвĕн депутачĕсем, старостăсем, уйрăм хастарсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Пĕтĕмлетỹ мероприятийĕсенче "Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул" юбилей медалĕсем те пачĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çак чыса 565 çын тивĕçĕ.

Хальхи вăхăтра икĕ ял тăрăхĕ те муниципаллă пĕрлĕх территорине аталантарас, ял халăхне пурăнма, канма кирлĕ услови туса парас, ял тăрăх бюджетне пуянлатас тĕлĕшпе сахал мар тимлеççĕ, тĕрлĕрен çĕнĕ проектсене хутшăнса ялсене хăтлăлатас тĕлĕшпе те тăрăшаççĕ. Анчах ку таранччен пурнăçланă ĕç çеç çителĕксĕр темелелле. Паян ĕнерхинчен хастартарах ĕçлени пĕлтерĕшлĕ. Акă, иртнĕ çул Первомайски ял тăрăх бюджетне 6771,2 пин тенкĕ (планпа пăхнинчен 98 процент), Пикшиксен 18321,6 пин тенкĕ (104 процент) тупăш кĕнĕ. Кашни çын пуçне тивекен тупăш Первомайски ял тăрăхĕнче 722 тенкĕ (ял тăрăхĕсем хушшинче 17-мĕш вырăн), Пикшиксен ку тĕлĕшпе кăтарту аванрах - 959 тенкĕ (7вырăн).

Ял тăрăхĕсем иккĕшĕ те пĕчĕк мар, темиçе ялтан тăраççĕ. Аграри секторĕпе илес пулсан Первомайски ял тăрăх территоринче "Малалла", "Первомайск" ял хуçалăх предприятийĕсем, тулли мар яваплă "Сидели" пĕрлешỹ, тăватă фермер хуçалăхĕ аталанать. Пикшик ял тăрăх хутлăхĕнче "Движение", "Самат" пĕрлешỹсем, И. Чаштанов предпринимателĕн хуçалăхĕ ĕçлеççĕ, унсăр пуçне 17 фермер хуçалăхĕ пур. Вĕсем ял çыннисен пĕр пайне ĕçпе тивĕçтереççĕ. Поселенисенче "Пурăнмалли çурт-йĕр", "Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" программăсем начар мар пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.

Пĕлтĕр Пикшик ял тăрăхĕнче 5 миллион тенкĕлĕх икĕ инвестици проекчĕ пурнăçланнă, кăçал вара сысна аш-какайне тирпейлекен тата типĕ сĕт туса кăларакан цехсене тăвассипе ĕçлеме палăртнă. Урамсенчи çулсене юсассипе те тимлесшĕн. Сăмах май каласан, иртнĕ çул Хирти Пикшикре ялсене хула хăтлăхĕ кĕртмелли проектпа килĕшỹллĕн сквер турĕç, выльăх масарне тирпейлерĕç, çỹп-çап тăкмалли вырăнсене йĕркелерĕç тата ытти те.

Ял тăрăхĕсенче пĕрлехи вăйпа, халăх пуçарăвĕпе пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ кăçал та пĕчĕк мар. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнĕ ятпа Первомайскисем вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăка тата унăн территорине йĕркене кĕртесшĕн, Первомайскинчи икĕ картиш территорине хăтлăх кĕртме пăхнă тата ытти те.

- Вырăнти хăй тытăмлăх органĕ ял халăхĕпе пĕр чĕлхе тупса, канашласа ĕçлени паян пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пек чухне çеç наци проекчĕ- сем çăмăллăнах пурнăçланса пырĕç, ялсем малалла аталанĕç, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов пухусен ĕçне пĕтĕмлетнĕ май.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика