Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ен чуна çывăх

14 февраля 2020 г.

Ĕмĕрĕн сарлака сакки çинче çирĕппĕн ларнăн туйăнать Шăхачра пурăнакан Н. Адютанов. Сакăр теçеткене тултарса тăххăрмĕш çине куçнăскер терт-нушине сахал мар курнă. Çавах хул-çурăмĕ тĕреклĕ, сывлăхĕ хавшамасть, паянхи кун та хуçалăхра ĕне тытать. Пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерет.

Ватлăхра пĕччен тăрса юлнишĕн кăштах пăшăрханать-ха ĕнтĕ. Ăрăва малалла тăсакан ывăлĕпе 4 хĕрĕ Мурманскра тĕпленнĕ.

Ялти 7 класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Николай Турханти вăтам шкула çул тытнă. Алла аттестат илсен вара комсомол путевкипе Барнаул хулинчен 22 çухрăмри Чесновкăна чукун çул тума кайнă.

Çар ретне тăма ят тухсан тăван киле ашшĕ- амăшĕпе, аппăшĕ-пиччĕшĕпе сывпуллашма килсе кайнă. Çар тивĕçне карап çинче электрик пулса пурнăçланă.

Çамрăкла вĕренни чул çинче, теççĕ. Кайран Н. Адютанов Шупашкара пир-авăр комбинатне ĕçе вырнаçнă. Хăйĕн специальноçĕпех. Кунта вăл Пăрачкав районĕн хĕрĕпе паллашать. Мария Андреевнăпа çемье çавăрать.

Шăпа пỹрни тăван яла илсе çитернĕ. Шăпах вăл вăхăтра ялсене электрификацилес ĕç пынă. Николай Сергеевич çанă тавăрсах ĕçе пикеннĕ. Пĕртте çăмăл пулман. Шăтăкĕсене чавса юпасем лартмалла, вĕсене пăралук карса çыхăнтармалла, çуртсем патне çутта илсе çитермелле тата ытти те. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлеме тивнĕ. Патăрьелĕнче, Пỹртлĕре, Первомайскинче, Сителте ĕçленине каласа парать ветеран.

Каярахпа çемье Мурманскине тухса каять. Унта каллех завода электрике вырнаçать. Тăрăшуллă ĕçшĕн сахал мар тав сăмахне илтет. Хваттерлĕ пулать. Ăрăва малалла тăсакансене хулана хăварса яла таврăнать. Анчах пĕчченех. Ку вăхăта мăшăрĕ та пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Алли-ури маçтăр пулнăран ĕçрен пăрăнмасть Н. Адютанов. Йывăçран япаласем тăвакан комбинатра кирек хăш станокпа та ĕçлет. Ачисем çемьеллĕ ĕнтĕ, мăнукĕсемпе савăнтараççĕ. Ватта сума суса ăрăва малалла тăсакансем хăйсем патне чĕнеççĕ. Анчах çуралнă çĕршыв хаклă Николай Сергеевича. Кунта ăна пурте çывăх. Пурнăç условийĕ тивĕçтерет. Патшалăх пенси парать. Тата мĕн кирлĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевпа маларах та пĕр шухăшлă пулнă Николай Сергеевич. Халĕ ертỹçĕре пысăк шанăç курать вăл. 

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика