Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Попечительсен канашĕн ларăвĕ

10 февраля 2020 г.

Иртнĕ кунсенче Пучинкери çветтуй Троица тата Богоявлени часовнин попечительсен канашĕн ларăвĕ пулнă. Унта пуçтарăннисем асăннă канашăн иртнĕ ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, малашлăх планĕсене çирĕплетнĕ.

Отчетлă докладпа попечительсен канашĕн председателĕ Вера Егорова тухса калаçнă, вăл 2019 çулта пурнăçланă курăмлă ĕçсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Иртнĕ çулсенче ырă кăмăллă çынсем, спонсорсем, волентерсем пуçаруллă ĕçсем тунинпе пухăннă укçа-
тенкĕпе часовньăна вырнаçтарма чансем туяннă, çавăн пекех часовня çумне тĕртсе колокольня туса лартнă. Иртнĕ çулах, çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче, чансене тĕн йăли-йёркипе вырнаçтарнă хыççăн, пĕрремĕш хут чан çакнине савăнăçлă лару-тăрура паллă тунă, çак пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тума пĕтĕмпе 613 ытларах пин тенкĕ тăкакланĕ, тупăшĕ сахалрах пырса кĕнĕ. Хальхи вăхăт тĕлне илсен, 60 ытларах пин тенкĕ кредит парăмĕсем пур. Вера Васильевна чансем çакмалли хушма çурт çĕклеме укçа-тенкĕ хывнă ырă кăмăллă çынсен тата организацисемпе предприятисен, хут-хăмăр, пластик савăтсем, тимĕр-тăмăр пухса парса укçа ĕçлесеилме пулăшнă волонтерсен ячĕпе ăшă сăмахсем каланă. «Тав сăмахне тивĕçлисем хушшинче - «Красный парти­зан» колхоз, Пучинкери сĕт завочĕ, уйрăм предпринимательсем, шкулпа ача сачĕн коллетктивĕсем, районти хĕрарамсен канашĕ. Кунта хамăр канашăн членĕн Ана­толий Петровăн тÿпи уйрăмах пысăк, - тесе палăртнă попе­чительсен канашĕн председателĕ. - Пĕтĕм халăхпа пĕрле тăрăшнипе халĕ часов- ньăра тĕн уявĕсенче тата ытларикунсемпе эрнекунсенче чан çапни илтĕнет».

Отчетлă пухура çавăн пекех Кĕлĕмкассинчи Таса Турă Амăшĕн Пукрав чиркĕвĕн настоятелĕ Панте­леймон атте, попечительсен канашĕн членĕ Анатолий Петров тата ыттисем тухса калаçнă, малашлăхри юç- хĕле йĕркелесе пырассипе хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ, ырă сĕнÿсем панă.

Редакцирен: Пучинке­ри часовньăна аталанма хăйсен ырă кăмăлĕпе пулашас текенсем попечитель­сен канашĕн ертÿçипе çыхăнма пултараççĕ. Телефонĕ:89034762419.

Источник: За победу

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика