Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсен çитĕнĕвĕ савăнтарать

11 февраля 2020 г.

Çак кунсенче Санкт-Петербург хулинче арçынсемпе хĕрарăмсен хушшинче Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн йывăр атлетика енĕпе пысăк ăмăрту иртнĕ.

ЦСКА «Инженерная» спорт комплексĕнче Раççейри 50 ытла регионтан 300 ытла спортсмен тупăшнă. Çак ăмăртура çĕнтернисем апрелĕн 1-12-мĕшĕсенче Мускавра иртекен йывăр атлетика енĕпе Европа чемпионатне хутшăнма пултараççĕ.

Ăмăртура Чăваш Ен чысне хÿтĕленĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Раççей спорт мастерĕсем   те палăрнă: вĕсен пĕр ылтăн тата пĕр пăхăр медаль!

Пъедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине Нăрваш Шăхаль пики Наталия Шайманова хăпарма пултарнă. Хаçат вулакансем Наталия 2019 çулхи октябрĕн 17-27-мĕшĕсенче Бухарестра иртнĕ Европа чемпионатĕнчен виçĕ медальпе таврăннине астума тивĕç ĕнтĕ.

Çавăн пекех Раççей Кубокĕшĕн пынă ăмăртура Алманчă каччи Александр Мышов та виççĕмĕш вырăна тухнă.

Ентешсене пысăк çитĕнÿпе саламлатпăр!

А. Иванов

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика