Урмаевское сельское поселение Комсомольского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăравçă хоккейла вылямасть

07 февраля 2020 г.

«Ылтăн шайба» — çак ятпа Пĕтĕм Раççейри ачасем хушшинчи хоккей турнирĕ иртет. Çак турнира пĕрремĕш хут 1964 çулта йĕркеленĕ. Вăл малтанах районсенче, унтан республика, Раççей шайĕнче иртет. Çак турнира тĕрлĕ çулсенче тĕнчипе паллă хоккеистсем — Владислав Третьяк, Вячеслав Фетисов тата ыттисем те хутшăннă. Шăпах «Ылтăн шайбăран» пуçланнă та ĕнтĕ вĕсен професси çул-йĕрĕ.
«Ылтăн шайба» хоккей вăййин турнирне районăн пĕрлештернĕ команди кашни çулах хутшăнать. Çитĕнĕвĕсем те çук мар, пĕлтĕр çамрăк хоккеистсем республика шайĕнчи турнирта 1-мĕш пулнă. Кăçал «Кĕтне» команда район чысне республика шайĕнче хÿтĕленĕ, Елчĕк, Патăрьел, Шупашкар районĕсен командисемпе финалта выляса иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă. Спортсменсем кĕмĕл медале тата гранта тивĕçнĕ. Çамрăк хоккеистсемшĕн республика шайĕнче кĕмĕл медале тивĕçни — чăннипех те пысăк çитĕнÿ.
«Кĕтне» командăра вара ытларах хăш шкул хастарĕсем выляççĕ-ха? Чи малтанах Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕренекенĕсене палăртса хăварар. Район чысне хÿтĕлесе кашни çулах пьедестал çине хăпаракан çамрăк хоккеистсене ятранах асăнас килет. Даниил Краснов, Рома Кольцов, Рома Герасимов, Денис Пыркин, Даниил Кошкин, Максим Федоров, Павел Беляев, Никита Петров, Дениспа Дмитрий Платоновсем пушă вăхăт пулсанах хоккейла выляма васкаççĕ. Ачасем пурăнакан тăрăхра, Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕнче, хоккейла выляса киленме пур услови те пур. Нĕркеç, Хирти Сĕнтĕр, Çĕнĕ Кипеç ялĕсенче кашни çулах хоккей площадкисем хатĕрлеççĕ. Ватти те, вĕтти те ярăнать кунта. Ăмăртусем те тăтăшах йĕркелеççĕ.
Нĕркеç вăтам шкулĕн физкультура учителĕ Оксана Кошкина пĕлтернĕ тăрăх, ачасем спортăн çак тĕсĕпе пуçламăш классенче пĕлÿ илнĕ чухнех интересленме пуçланă. 2015 çулта команда республика шайĕнчи «Надежда» ăмăртура кĕçĕн ушкăнра призерсен шутне кĕнĕ, 2017 çулта «Ылтăн шайба» турнирта вăтам ушкăнра республикăра виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ, пĕлтĕр çак турнира хутшăнса республика шайĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва хутшăннă.
Командăри ытти вăйăçăсем вара — Урмаел, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсем: Раиль Абеев, Адэль Акшов, Надир Гибатдинов, Ильмир Зиатдинов, Салават Фасхутдинов, Аяс Тухветуллин, Расул Мингалиев, Ильнар Мусаев.
«Хăравçă хоккейла вылямасть», — тенĕ пĕр юрăра. Çакна «Кĕтне» команда спортсменĕсем çинченех каланăн туйăнать. Вĕсем йывăрлăхсенчен хăраса тăмаççĕ, хăйсен ăсталăхне туптаса малашне республика шайĕнче çеç мар, Раççей шайĕнче те мала тухма ăнтăлаççĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика