Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăх пытăр ĕмĕре!

07 февраля 2020 г.

Пĕтĕм тĕнчери конфесси хушшинчи килĕшỹ хутшăнăвĕсен эрнине шута илсе тата Чăваш Республикинче пурăнакан тутарсен чĕлхине, йăли-йĕркине аталантарас, упраса хăварас, юрлас-ташлас пултарулăхне пропагандăлас, пултаруллă ачасене, коллективсене тупса палăртас, тутар шкулĕсем хушшинче çыхăну йĕркелес, çитĕнỹсемпе паллаштарас тĕллевпе февралĕн 1-мĕшĕнче Шăнкăртамри культура çуртĕнче Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски районĕсенчи вăтам шкулсен, шкул çулне çитменнисен, хушма пĕлỹ паракан учрежденисен "Туган ягым - монлы ярым" ("Тăван ен - юрă-кĕвĕ ен") ятпа фестиваль иртнĕ. Çавна май Чăваш АССРĕ тата Тутар АССРĕ 100 çул тултарнине, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул тата Шăнкăртам районне 90 çул çитнине халалласа наукăпа практика конференцийĕпе пултарулăх конкурсĕ йĕркеленĕ.

Фестиваль икĕ пайран тăнă: "Тутар наци шкулĕ: ĕнер, паян, ыран" наукăпа практика конференцийĕ тата пултарулăх конкурсĕ - "Манăн шкул" презентаци, "Тел ачкычы" ("Чĕлхе çăлкуçĕ") литература тата "Милли мон" ("Наци кĕвви") музыка конкурсĕсем.

Савăнăçлă мероприятие уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М. Валитов, Чăваш Республикинчи вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Ю. Исаев, "Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийĕ" обществăлла организацин председателĕ Ф. Гибатдинов, Тутар Республикин вĕрентỹпе наука министерствин регионсемпе ĕçлекен секторăн тĕп советникĕ Г. Мусина, Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕн ĕç тăвакан ертỹçин çумĕ И. Халимов тата ытти хаклă хăнасем хутшăннă.

Р. Селиванов пухăннисене саламланă май Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕрлĕ наци халăхĕ пĕр-пĕрипе килĕштерсе, туслă пурăннине, çакă района аталанма май панине палăртнă.

Тухса калаçакансенчен нумайăшĕ кун пек мероприятисен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăккине, тĕрлĕ çулти çынсем хутшăнни çемье хакне ỹстерме, йăла-йĕркене, чĕлхене упрама май панине пĕлтернĕ.

Хастар педагогсене, культура сферинче вăй хуракансене тĕрлĕ шайри наградăсемпе чысланă. Чи лайăх пултарулăх ушкăнĕсем, юрă-ташă ăстисем лаурает дипломĕсене тивĕçнĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика