12 февраля 2020 г.

Шелттем ял тăрăхĕнче 2015 ҫултанпа «Раҫҫей йĕлтĕр йĕрĕн» ăмăртăвĕсене ирттереси ырă йăла пулса тăчĕ. Кунта ҫулленех халăх йышлă хутшăнать, шкул ачисем кăна мар, ҫитĕннисем те , ял-
йыш та кăмăлпах йĕлтĕр ҫине тăрса старта тухать, ытти шкулсенчен те килеҫҫĕ. Февралĕн 8-мĕшĕнче Е.Анисимов ячĕллĕ Шелттем тĕп шкулĕн спорт лапамĕнче чăн-чăн спорт уявĕ пулчĕ. Хаваслă кĕвĕ кăмăла ҫĕклет. Шăнсан ăшăнма шкул столовăйĕнче тутлă икерчĕпе пылак чай хатĕрленĕ.
Кăҫал та Шелттеме шкул ачисем кăна мар, Аслă Мами тĕп шкулĕн, Чăваш патшалăх ял хуҫалăх академийĕн йĕлтĕрҫисем, Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерствин, 4 –мĕш ФНСИ представителĕсем, йĕлтĕр спортне юратакан нумай-нумай ҫын килчĕ.
-Сывă пурнăҫ йĕркине суйласа илекенсен, йĕлтĕрҫĕсен йышне тăрса старта тухакансен шучĕ ҫулсерен ӳссе пыни чăннипех те савăнтарать. Паян ҫаккăнта чупакан ачасенчен паллă спортменсем тухасса шансах тăратăп,- терĕ район администрацийĕн пуҫлăхĕ Владимир Степанов ăмăртăва йĕркелекенсемпе хутшăнакансее ырă сунса.
«Раҫҫей йĕлтĕр йĕрне» уҫнă ҫĕре хутшăннă Шелттем ял тăрăхĕн пуҫлăхĕн ĕҫĕсене вăхăтлăхтуса пыракан Елена Мардарьева, шкул директорĕ Сергнй Ерицов, «Пионер» агрофирма « ООО директорĕ Николай Николаев пурне те ăнăҫлă старт тата ҫĕнтерӳллĕ финиш сунчĕҫ.
Шкул ачисем ӳсĕм категорийĕсем тăрăх чупса тухнă хыҫҫăн эстафета пулчĕ. Пĕтĕмпе сакăр команда хутшăнчĕ.
Юлашкинчен масстарт пулчĕ. Унта 40 ытла ҫын хутшăнчĕ. Старта тухнисене пурне те «Раҫҫей йĕлтĕр йĕрĕ – 2020» калпак парнелерĕҫ. Пьедестал пусми ҫине хăпарнисене медаль, диплом тата хаклă парне пачĕҫ.
Первоисточник: Канаш ен