Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсталăх пĕлекен çăкăрсăр лармасть

04 февраля 2020 г.

Кашни ялтах ылтăн алăллă çынсем пур. Нумайăшĕ хăйсем вăй хуракан ĕçпе вĕренсе те тухман, апла пулин те чăн-чăн профессионал. Çут çанталăк панă пултарулăх темелле-ши çакна? "Ăстасен аллине Турă чуп тунă" тенине те илтнĕччĕ. Ун пек-и, кун пек-и, анчах çын хăй кăштах та тăрăшмасан нимĕн те пулмасть.

- Йывăçран тĕрлĕ япала ăсталасси мана кукаçирен куçнă пуль тесе шухăшлатăп. Ульяновкăна хăнана кайсан час-часах аннен ашшĕ шкафсем, çỹлĕксем ăсталанине пăхса тăраттăм, хамăн та пулассăн туйăнатчĕ. 8-9 класра вĕреннĕ чухне анне кỹршĕри Прокопий Иванович Краснов алă ăстирен кĕрепле валли авăр илсе каçнăччĕ, ăна тыткаласа пăхнă хыççăн хам туса пăхма шухăшларăм. Аванах пулчĕ. Çакăн хыççăн йывăçпа ĕçлеме пуçларăм, - тесе пуçларĕ калаçăва Ишлĕри П. Прокопьев.

Шăпа Павел Валерьевича хăй ертсе пынă тесен те йăнăш пулмасть. Салтака кайсан та йывăçран тĕрлĕ япала хатĕрлессипе тăрăшнă. Çартан таврăнсан татах эрешсем касса кăларакан юлташне тĕл пулать. Шăпах çак курнăçу унăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Вăл вăхăтра П. Прокопьев Елчĕк районĕнчи Питĕпел хĕрĕпе - Ольгăпа - мăшăрланса çемье çавăрнă. Республикăн тĕп хулинче - Шупашкарта - тĕпленес шухăшпа пурăннă. Тусĕпе калаçнă хыççăн алли йывăçпа ĕçлессишĕн тунсăхланине туйса çуралнă тăрăха, Ишлĕне, таврăнать. Йĕппи ăçта, çиппи çавăнта, теççĕ мар-и-ха, арăмĕ те упăшкинчен юлман. Павел Валерьевич ывăлсенчен кĕçĕнни пулнă май мăшăр тĕп килте пурăнма пуçланă.

Йывăçран тĕрлĕ япаласем ăсталас тесен ĕç вырăнĕ кирлĕ. Пурăнакан çуртра кашни кун хăма савалаймастăн, пуртăпа чутлаймастăн тата ытти те. П. Прокопьев хăйне вăй хума 1998 çулта мастерской тунă. Урамран пăхсан вăл тăпăл-тăпăл кăна кирпĕч çурт. Кунта тăрăшма пур услови те пур. Павел Валерьевич пĕр пỹлĕмĕнче хăмасене касса тирпейлет, тепринче вара "тĕрĕ тĕрлекен" хатĕр вырнаçтарнă. Темшĕн мана вăл вырăс кăмакине аса илтерчĕ.

- Унччен пур эреше те алăпа касса кăлараттăм, икĕ çул каялла Вăрмарти Аслă Чак ялĕнчен ятарлă станок илсе килтĕмĕр. Ăна Леонид Николаев ỹнерçĕ туса пачĕ. Хамăра килĕшекен ỹкерчĕксене компьютерта тупатпăр та программа хатĕрлетпĕр. Станок хăйех ỹкерет. Ăслă техникăпа ытларах Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Антон ывăл тăрăшать. Халĕ ĕç чылай çăмăлланчĕ, тавар сăн-сăпачĕ те лайăхланчĕ, - терĕ калаçăва малалла тăснă май Павел Валерьевич.

П. Прокопьевăн алли чăннипех те ылтăн çав, вăл сĕтел-пукан, кроватьсем ăсталанисĕр пуçне район гербне сăнланă, православи тата мăсăльман тĕнĕсемпе çыхăннă япаласем, мунчара усă курмалли савăт-сапа тăвать. Антон та ашшĕнчен вĕренсе пырать. Вĕренỹрен пушă вăхăтра вăл яланах çывăх çыннипе пĕрле. Павел Валерьевича мăшăрĕ те час-часах пулăшать. Хăмасене якатмалла е сăрламалла чухне ăна яланах юнашар курма пулать. Настьăпа Юля хĕрĕсем те аслисем хĕрсех ĕçленĕ вăхăтра айккинче нихăçан та пăхса тăман.

- Ытларах юман тата хурăн йывăççисемпе вăй хуратăп. Çуртарнă хăмасене районти тата Шăмăршă тăрăхĕнчи пилорамăсенчен туянатăп. Халь шăпах 1979-1980 çулсенчи сивĕре шăнса аманса юлнă юмансемпе ĕçлеме тивет, вĕсен пахалăхĕ начартан ĕçе кĕртме питĕ йывăр. Çăкаран мĕн ĕлĕкех мунчара кирлĕ япаласене хатĕрленĕ, эпĕ те ваттисен йăлине пăсмастăп.

Ялта ĕç çук теме пăхаççĕ çамрăксем. Эпĕ вĕсен шухăшĕпе килĕшместĕп. Йывăçа чун кĕртме пĕлмен пулсан выльăх-чĕрлĕх ытларах усранă пулăттăм. Ывăла та професси илнĕ хыççăн тăван тăрăхрах тĕпленмелли пирки калатăп, - тет П. Прокопьев.

О. ПАВЛОВА

Ёсталёх п.лекен =ёкёрсёр лармасть

Кашни ялтах ылтён алёллё =ынсем пур? Нумайёш. хёйсем вёй хуракан .=пе в.ренсе те тухман: апла пулин те чён-чён профессионал? +ут =анталёк панё пултарулёх темелле-ши =акна; «Ёстасен аллине Турё чуп тунё» тенине те илтн.чч.? Ун пек-и: кун пек-и: анчах =ын хёй кёштах та тёрёшмасан ним.н те пулмасть?

_ Йывё=ран т.рл. япала ёсталасси мана кука=ирен ку=нё пуль тесе шухёшлатёп? Ульяновкёна хёнана кайсан час-часах аннен ашш. шкафсем: =\л.ксем ёсталанине пёхса тёраттём: хамён та пулассён туйёнатч.? 8-9 класра в.ренн. чухне анне к\рш.ри Прокопий Иванович Краснов алё ёстирен к.репле валли авёр илсе ка=нёчч.: ёна тыткаласа пёхнё хы==ён хам туса пёхма шухёшларём? Аванах пулч.? +акён хы==ён йывё=па .=леме пу=ларём: _ тесе пу=лар. кала=ёва Ишл.ри П? Прокопьев?

Шёпа Павел Валерьевича хёй ертсе пынё тесен те йёнёш пулмасть? Салтака кайсан та йывё=ран т.рл. япала хат.рлессипе тёрёшнё? +артан таврёнсан татах эрешсем касса кёларакан юлташне т.л пулать? Шёпах =ак курнё=у унён пурнё=.нче пысёк вырён йышёнать? Вёл вёхётра П? Прокопьев Елч.к район.нчи Пит.пел х.р.пе _ Ольгёпа _ мёшёрланса =емье =авёрнё? Республикён т.п хулинче _ Шупашкарта _ т.пленес шухёшпа пурённё? Тус.пе кала=нё хы==ён алли йывё=па .=лессиш.н тунсёхланине туйса =уралнё тёрёха: Ишл.не: таврёнать? Й.ппи ё=та: =иппи =авёнта: те==. мар-и-ха: арём. те упёшкинчен юлман? Павел Валерьевич ывёлсенчен к.=.нни пулнё май мёшёр т.п килте пурёнма пу=ланё? 

Йывё=ран т.рл. япаласем ёсталас тесен .= вырён. кирл.? Пурёнакан =уртра кашни кун хёма савалаймастён: пуртёпа чутлаймастён тата ытти те? П? Прокопьев хёйне вёй хума 1998 =улта мастерской тунё? Урамран пёхсан  вёл тёпёл-тёпёл кёна кирп.ч =урт? Кунта тёрёшма пур услови те пур? Павел Валерьевич п.р п\л.м.нче хёмасене касса тирпейлет: тепринче вара «т.р. т.рлекен» хат.р вырна=тарнё?  Темш.н мана вёл вырёс кёмакине аса илтерч.?

_ Унччен пур эреше те алёпа касса кёлараттём: ик. =ул каялла Вёрмарти Аслё Чак ял.нчен ятарлё станок илсе килт.м.р? Ёна Леонид Николаев \нер=. туса пач.? Хамёра кил.шекен \керч.ксене компьютерта тупатпёр та программа хат.рлетп.р? Станок хёйех \керет? Ёслё техникёпа ытларах Пёлапу= Пашьел.нчи вётам шкулта 11 класра в.ренекен Антон ывёл тёрёшать? Хал. .= чылай =ёмёлланч.: тавар сён-сёпач. те лайёхланч.: _ тер. кала=ёва малалла тёснё май Павел Валерьевич?

П? Прокопьевён алли чённипех те ылтён =ав: вёл с.тел-пукан: кроватьсем ёсталанис.р пу=не район гербне сёнланё: православи тата мёсёльман т.н.семпе =ыхённё япаласем: мунчара усё курмалли савёт-сапа тёвать? Антон та ашш.нчен в.ренсе пырать? В.рен\рен пушё вёхётра вёл яланах =ывёх =ыннипе п.рле? Павел Валерьевича мёшёр. те час-часах пулёшать? Хёмасене якатмалла  е сёрламалла чухне ёна яланах юнашар курма пулать? Настьёпа Юля х.р.сем те аслисем х.рсех .=лен. вёхётра айккинче нихё=ан та пёхса тёман?

_ Ытларах юман тата хурён йывё==исемпе вёй хуратёп? +уртарнё хёмасене районти тата Шёмёршё тёрёх.нчи пилорамёсенчен туянатёп? Халь шёпах 1979-1980 =улсенчи сив.ре шёнса аманса юлнё юмансемпе .=леме тивет: в.сен пахалёх. начартан .=е к.ртме пит. йывёр? +ёкаран м.н .л.кех мунчара кирл. япаласене хат.рлен.: эп. те ваттисен йёлине пёсмастёп?

Ялта .= =ук теме пёха==. =амрёксем? Эп. в.сен шухёш.пе кил.шмест.п? Йывё=а чун к.ртме п.лмен пулсан выльёх-ч.рл.х ытларах усранё пулёттём? Ывёла та професси илн. хы==ён тёван тёрёхрах т.пленмелли пирки калатёп: _ тет П? Прокопьев?

О? Павлова?

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика