Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас гроссмейстерсем тупăшнă

04 февраля 2020 г.

Кăрлачăн 24-25 мĕшĕнче Пучинкери вăтам шкулта тата «Красный партизан» колхоз правленийĕн çуртĕнче асăннă хуçалăха нумай çул ăнăçлă ертсе пынă ялхуçалăх производствин новаторне Гурий Андреевич Андреева чысласа шахматла вылякансен Асăну турнирĕ иртнĕ.

Пĕрремĕш кунхине çамрăк шахматçăсем ăмăртнă. Кĕçĕн ушкăнри вĕренекесен хушшинче çаксем палăрнă: 1. Никита Иванов (4-мĕш класс). 2. Иван Бурмистров. 3. Евгений Алексеев ( 3-мĕш класс) тата Анна Прохорова ( 3-мĕш класс). Кристина Прохоровăна (4-мĕш класс)хавхалантрамалли призпа чысланă. Аслă ушкăнри вĕренкенсен хушшинче Дмитрий Васильев (6-мĕш класс) çĕнтернĕ. Александр Федоров (11-мĕш класс) тата Артем Федоров (11-мĕш класс) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.

Кăрлачăн 25-мĕшĕнче çитĕннисем тупăшнă. Кунта вара йăлана кĕнĕ турнирта педагогика ĕçĕн ветеранĕ Николай Давыдов çĕнтернĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Валентина Давыдова тата Михаил Давыдов. Куратăр ĕнтĕ, чыс пьедесталĕ çинче пĕтĕмпех Давыдовсен династийĕ. Судьясен коллегийĕ çавăн пекех Валерий Тимофеева (Туçа ялĕ) тата Петр Семенов (Пучинке ялĕ) виççĕмĕш вырăн панă.

Асăннă турнира çулсеренех Гурий Андреевичăн ывăлĕ, предприниматель ĕçĕнче ăнтаракан Владимир Андреев йĕркелет. Вăл мала тухнисене хаклă парнесемпе, дипломсемпе тата медальсемпе чысланă.

Источник: За победу

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика