Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр ферма пур.Тепре тăвасшăн

04 февраля 2020 г.

Патăрьел районĕнче производство калăпăшне ỹстерекен хресчен-фермер хуçалăхĕ чылайĕ Аслă Арапуç ял тăрăхĕнчи Анат Чакă ялĕнчи Наталия Михайловна тата Сергей Николаевич Елисеевсен те ку шутра.

Технологие пăхăннăран тухăç лайăх

Н.М.Елисеева хресчен-фермер хуçалăхне налук органĕнче 2017 çулта шута илтернĕ. Выльăха вырнаçтарма вите тунă. Унта кĕрсе куртăм, сăвакан 25 ĕне, пăрусем. «Пуш уйăхĕ вĕçлениччен пурте пăрулаççĕ, - терĕ Сергей Николаевич. - Сĕте илме куллен килет, кашни килограма 19 тенкĕ те 50 пуспа туянать. Хуçалăх тăкакĕсем пĕчĕк маар. Пĕр-икĕ çулта кăна тунă тупăш груз турттаракан автомашина е трактор туянма çитмест. Пĕрне илес тесен те укçа нумай çул пухмалла. Пуçтарса пыма йывăр. Тăкаксене куллен саплаштарма тивет».

ХФХ 2019 çула начар ĕç кăтартăвĕсемпе вĕçлемен. Тухăçлă тыр-пул, выльăх апачĕ çителĕклĕ туса илнĕ. Кашни гектартан тулă тата урпа - 35-шер, фуражлăх сĕлĕ, урпа тата вика хутăшĕ 50 центнер панă. Выльăха хĕл каçарма сенаж 400 тонна, утă-улăм, фуражлăх тырă нумай, Ульяновск облаçĕнчи заводран сахăр кăшманĕн тутлăхлă элементсемпе пуян хутăшне çителĕклĕ хатĕрленĕ. Эпир хуçалăхра пулнă кун /кăрлачăн 29-мĕшĕ/ тĕлне пăруланă кашни ĕнерен 20-22 литр сĕт сăватчĕç.

«Тырă тухăçне мĕнле пысăклатрăр.» - ыйтрăм Сергей Николаевичран. «Тỹрех калатăп, эпир суперэлита е элита вăрлăх акман, тăпрана пĕрремĕш репродукцие варăнтартăмăр, - терĕ. -Çапах пысăк тухăç парса савăнтарчĕ. Пĕлтĕр, ял хуçалăх культурисем çитĕннĕ уйăхсенче, çанталăк нỹрĕк çителĕклĕ пачĕ, ăшă тăчĕ – лайăх ỹсрĕç, пучахсем тулса пысăкланчĕç. Тата азот удобренийĕ те пулăшрĕ, калча шăтсанах çум курăка пĕтерекен гербицидпа хутăштарса гарбамид сапрăмăр. Хыççăнах çумăр çурĕ, маларах сарă тĕс çапнă тырă ешĕлленчĕ, парка çитĕнчĕ. Гарбамидпа кăçал та усă куратпăр».

Пысăк тухăç илме агротехнологие пăхăнса ĕçлени те пулăшнă, кĕркунне çĕре плугпа сухаласа хăварнă, çуркунне ăна вăхăтра культивациленĕ, сỹреленĕ, вăрлăха хурт-кăпшанкă тата чир ан сиенлетĕр тесе хими им-çамĕпе «наркăмăшлантарнă», тăпрара нỹрĕк чи нумай чухне акнă, культурăсене çанталăк йĕпене кайиччен пухса кĕртнĕ. Çак ĕçсене Сергей Николаевичпа Наталия Михайловна ертсе пынипе пурнăçланă. Тырра пухса кĕртнĕ чухне кỹршĕ ялти Борис Емельянов фермер комбайн уйăрнă, Александр Никитин фермер та кирлĕ техника парать. Фермер хуçалăхĕн ĕçне çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче, çав шутра вырмара, иккĕн-виççĕн кăна туса пĕтерейместĕн. Ăна вăхăтра пурнăçлама туслă та ĕçчен команда кирлĕ. Çакна Сергей тата Наталия Елисеевсем çеç мар, вĕсене пулăшакансем те ăнланаççĕ. ХФХ «лавне» малалла туртакансен хушшинче - Елисеевсен Шупашкарта вĕренекен ачисем Артем тата Алена, Сергей Николаевич шăллĕ Петр тата унăн мăшăрĕ Татьяна, хуняшшĕпе хунямăшĕ Михаилпа Вера Шашкинсем, Сергей Сидоров ветеринар, ял çыннисем. Пĕлтĕр Владимир Марлынов автомашинăпа хиртен тырă турттарнă.

Сивĕре те ăшă

«ХФХ харпăрлăхĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çук, - пытармасть Сергей Елисеев. - Анат Чакăра пурăнакансем хăйсен пай çĕрне пире тара пачĕç, хирти çĕре çум курăклантарса вырттарма юраманнине, унпа усă курмаллине ăнланса продукци туса илме шанчĕç. Фермер хуçалăхĕ аталантăр, пире те кăштах пулăштăр терĕç. Вĕсен шанăçне ỹрре кăларассишĕн ырми-канми ĕçлетпĕр».

Кашни çĕр пайĕшĕн ХФХ пĕрер центнер тырă панă. Аслă Арапуç ял тăрăхĕнчи колхозăн производство пурлăхĕпе техникине илсе юлнă хуçалăх уншăн иртнĕ çул 50-шар килограмм çеç уйăрнă. Елисеевсенчен Анат Чакăсем хăйсене кирлĕ чухлĕ улăм турттарнă.

ХФХ умĕнче халĕ ĕне кĕтĕвне пысăклатас тĕллев тăра. «Тынасене сутмастпăр, вĕсене çитĕнтерсе ĕнесем тăватпăр, - пĕлтерчĕ Сергей Николаевич. - Йыша пысăклатсан выльăх апачĕ хальхинчен чылай нумайрах хатĕрлемелле. Çавăнпа таврари ял çыннисем пай çĕрне пире тара парсан хирĕçлеместпĕр».

Вырмана вĕçлесен тырра çỹп-çапран, ют тĕшĕрен тасатса кĕлете хывнă, ăна сутман, пĕтĕмпех фураж тума каять.

«Кĕтĕве мĕнле пысăклатасшăн.» - кăсăклантăм эпĕ. «Çĕр пуç ĕне выльăха вырнаçтарма механизациленĕ тата автоматизациленĕ вите тăвасшăн, - хуравларĕ Сергей Николаевич. – Проектне кăçалах хатĕрлеттерс, республикăн Ял хуçалăх министерстви йĕркелекен конкурса хутшăнса патшалăх грантне тивĕçесшĕн».

Елисеевсен трактор-машина паркне пăхса çаврăнтăм. Куç умне çĕнĕ Беларуç, çĕре сухаламалли, культивацилесе кăпкалатмалли, тăпрана сỹрелемелли, акмалли, утă-улăма пресламалли, ытти агрегат тухса тăчĕ.

Халĕ усă куракан ĕне витине 2017 çулта федерацин «Ĕç пуçаракан фермер» программине хутшăнса илнĕ грантпа хăпартнă. Кунта сивĕре те ăшă.

Сĕтел хушшинче калаçса ларнă хушăра килне Елисеевсен виççĕмĕш ачи, Первомайскинчи шкулта иккĕмĕш класра вĕренекен Елисей, çитрĕ, тỹрех ашшĕ патне пырса сăмах хушрĕ /ку тăрăхри ачасем те чăвашла маннă тени тĕрĕс мар иккен/. Елисеевсен тăваттăмĕш ачи - София - ача садĕнчен таврăнайманччĕ-ха. Амăшĕ ăна кĕтсе илме тесе унта васкарĕ.

Сергей тата Наталия Елисеевсен - нумай ачаллă çемье. Вĕсене çĕр ĕçне хăнăхтарса çитĕнтереçç, пиччĕшĕ-йăмăкне, кукашшĕ-кукамăшне, тăванĕсене юратма, учительсене, ял çыннисене хисеплеме вĕрентеççĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика