Новочурашевское сельское поселение Ибресинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье çыхăнăвĕ тимĕртен те çирĕпрех

01 февраля 2020 г.

Кăрлачăн 27-мĕшĕнче район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлахĕ Светлана Козлова тата Ирçе Çармăс ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кураков çак тăрăхра пурăнакан хаклă та хисеплĕ мăшăра – Копеевсене изумруд туй ячĕпе саламланă.

Валентина Андреевнăпа Григорий Яковлевич хăйсен пĕтĕм пурнăçне тăван хуçалăха çĕклес, тавралăха трипей-илем кÿрес ĕçе халалланă. Григорий Копеев 27 çÿл тĕп инженерта тăрăшнă, çав тапхăрта «Новая сила» хуçалăхра 40 тракторпа 15 комбайн валли гараж çĕклесе лартнă, кĕперсем тунă, çулсене юсанă. 2007 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе ăна «Чăваш Республикинчи яллă вырăнти чи лайăх староста» ят парса чысланă. Валентина Андреевна чылай çул тăван колхозра вăй хунă.

Телейлĕ мăшăр 3 ывăлпа 2 хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Халĕ вĕсене 13 мăнукпа 4 кĕçĕн мăнукĕ савăнăç кÿрсе тăраççĕ. Мăшăр «Юратупа шанчăклăхшăн» медале тивĕçнĕ.

Копеевсен пысăк та туслă çемйи çав кун ашшĕ-амăшне изумруд туй ячĕпе саламлама тăван киле пуçтарăннă. Юбилярсен ячĕпе чун-чĕререн тухакан ăшă сăмах нумай каланă, вĕсем хăйсен ачисемпе мăнукĕсенчен парнесем тата чечексем илнĕ.

Пучинке ял тăрăхĕнче пурăнакан Светловсемшĕн те ылтăн туй манăçми пулăм пулса юлĕ. Вера Павловна ветеринар специальноçне алла илсен, тăван «Красный партизан» колхозра 40 çул ытла ĕçленĕ. Анатолий Васильевич вара Йĕпреç районĕн тĕп больнцинче 45 çул ытла тăрăшнă. Вĕсем виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Асламăшĕпе аслашшĕ икĕ мăнукĕпе пĕр кĕçĕн мăнукĕшĕн тем тума та хатĕр.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Федоров тата район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлахĕ Светлана Козлова Светловсене паллă кун ячĕпе ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул суннă, вĕсене чечесемпе тата асăнмалăх парнесемпе чысланă.

Источник: За победу

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика