ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ В КОЗЛОВСКОМ РАЙОНЕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Професси суйласси – яваплă ĕç

10 января 2020 г.

Професси суйласси – яваплă ĕç

Шупашкар хулинчи Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче декабрĕн 23-мĕшĕнче «АгроДень» мероприяти ирттерчĕç. Унта пирĕн районти Куснарти, Елчĕкри вăтам шкулсенче, Куславккари 2-мĕшпе 3-мĕш вăтам шкулсенче 11 классенче вĕренекенсем те хутшăнчĕç.

Пулас абитуриентсене хумхантаракан ыйтусем çине аслă вĕренÿ заведенийĕн факультечĕсен представителĕсем тĕплĕ хуравсем пачĕç. Çак тĕл пулура ачасем нумай усăллине, интереслине пĕлчĕç: темиçе çултан пирĕн çĕршывра мĕнле специалистем ытларах кирлĕ пулĕç, студентсем мĕнле патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ, 2020 çулта академине вĕренме кĕмелли условисем тата ытти те.

  Биотехнологипе агрономи факультечĕн деканĕн заместителĕ М. Терентьева çак факультетран вĕренсе тухакансем кам пулса тата ăçта ĕçлеме пултарасси çинчен каласа пачĕ. Эпизоотологи, паразитологи тата ветеринарипе санитари экспертизин кафедра заведующийĕ И. Ефимова ятарлă фильм кăтартрĕ. Академин ытти ĕçченĕсем каласа панисем те питĕ кăсăклă пулчĕç.

Пирĕн вĕренекенсем академин спорт комплексĕпе, общежитийĕпе те паллашрĕç. Ку тĕл пулу вĕсене ăçта вĕренме каймаллине, пулас профессие суйласси çине тимлĕрех пăхмаллине лайăхрах ăнланма пулăшрĕ. 

Е. СТЕПАНОВА.  

Первоисточник: Районная газета "Ялав" ("Знамя")

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика