Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермера ял халăхĕ шанать

31 января 2020 г.

Мĕн ĕлĕкех ваттисем ĕçлекен çынна чăрмантарма хушман, анчах хăш-пĕр чухне çак йĕркене журналистсен пăсма тивет. Анат Чакăра пурăнакан Сергей Елисеев фермерпа тĕл пулнă вăхăтра вăл шăпах хăйне пулăшма пынисемпе ĕнисене апат çитеретчĕ. Пушă мар пулсан та калаçма, хуçалăх пирки каласа кăтартма, малашлăхри тĕллевсемпе паллаштарма май тупрĕ.

Ялта пурăнакансенчен нумайăшĕ выльăх-чĕрлĕх тытать. Анат Чакăри Елисеевсем те вите пушă тăнине ас тумаççĕ. Хăй вăхăтĕнче виçĕ лаша, 5 пуç ĕне, вăкăрсем, сыснасем йышлă усранă. Ачаран ĕçе хăнăхса ỹснĕ мăшăршăн ку йывăрлăх пулман. "Малалла" ял хуçалăх эртелĕнчи строительсен бригадинче тăрăшнă Сергей Николаевичпа сутуçăра вăй хунă Наталья Михайловна ирпе-ирех тăрса выльăхсем патне васканă. Малалла аталанма пур услови те çителĕклĕ чухне кĕтмен-çĕртен инкек алăкран шакканă. Вĕсен пĕр ачи хăрушă чирпе чирленĕ. Ашшĕ-амăшĕшĕн пепкинчен хаклăраххи мĕн пур? Паллах, нимĕн те. Елисеевсем ăна çăлас, пурнăç парнелес тесе мĕн пур выльăхне, техникине сутнă. Шел пулин те, тухтăрсем тин çеç пурăнма пуçланăскере хăтарса хăварайман. Ĕмĕр пирчейми суран тăрса юлнă çывăх çыннисен чĕрисенче. Темле йывăр пулсан та мăшăр вăй-хăват тупса малалла ĕçлеме, пушаннă витене тепĕр хут тултарма пуçланă. 2017 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Вăл вăхăта хуралтăра 5 ĕне тăнă. 2018 çулта "Фермер ĕçне пуçăнакан" гранта çĕнсе илнĕ хыççăн хăйсем пурăнакан çуртран инçех мар пушă лаптăкра строительство ĕçĕсене пикеннĕ. Кĕске тапхăртах пысăках мар ферма туса хунă, 15 гектар çĕр арендăна илнĕ, хăйсен тата çавăн чухлех пулнă.

- Хальхи вăхăтра хуçалăхра 25 пуç ĕне тата çамрăк тăватă пăру пур. Вĕсене хĕл каçарма апат çулленех çителĕклĕ хатĕрлеме тăрăшатпăр. Иртнĕ çул 30 гектарта тулă, урпа тата тырă хутăшĕ (урпа, вика, сĕлĕ) акнăччĕ. Çум курăкран гербицид сапнă, çулçă урлă апатлантарнă, çавна май тухăçĕ те лайăх пулчĕ. Тулăпа урпа пĕр гектартан 35-шер центнер, тырă хутăшĕ 50 центнер тухрĕ. Сенаж 300 тонна хывнă, унсăр пуçне жом та турттарса килнĕ. Çулла пĕр талăкра А. Иванов предпринимателе 300-350 килограмран, хĕлле 200 килограмран кая мар сĕт сутатпăр. Пăрусем валли те хăваратпăр ĕнтĕ, - терĕ Сергей Николаевич хуçалăх пирки каласа панă май.

"Пурри - пĕрле, çукки - çурмалла" текен ваттисен сăмахне тĕпе хурса пурăнаççĕ фермерсем. Сергей Николаевич та çак шухăшах палăртать. Малтанхи вăхăтра йышлă выльăх валли утă-улăм В. Кутузов фермертан илсе килнĕ. С. Елисеев ăна уншăн техникăпа тивĕçтернĕ. Тыр-пула пухса кĕртнĕ чухне Б. Емельянов фермерăн комбайнĕпе усă курать. Пĕр фермерăн пур техника та çук тата ĕçе пуçăнакана тỹрех туянма та йывăртарах, çавăнпах пĕр-пĕрне ăнланса алă тăсса параççĕ.

- Малалла аталанмаллах тесе шухăшлатпăр. Хăй вăхăтĕнчех "Малалла" ял хуçалăх эртелĕн пушă тăракан пĕр хуралтине туянасшăнччĕ, анчах халь хирте çĕннине, 50 ĕне тата 50 вăкăр вырнаçмалăх вите, тума тĕллев лартрăмăр. Ĕçе йăлтах механизацилесшĕн, çавна май тислĕк кăлармалли транспортер илсе килтĕмĕр. Шыв ĕçмеллине те автоматизацилеме, апат валеçме кормораздатчик илме палăртатпăр. Халь выльăхсене тытаканни те лайăхах, анчах пĕчĕкрех тата ялта вырнаçнă. Утă-улăма хума та вырăн сахалтарах. Выльăх йышлансан тата ытларах янтăлама тивет. Техника шучĕ те çуллен нумайланса пырать. Пирĕн МТЗ-82 маркăллă трактор, пресс-подборщик, ворошилка, культиватор, плуг тата ытти те пур, вĕсене лартма та кунта территори пĕчĕк, - тет сăмаха малалла тăсса С. Елисеев.

Фермера ял халăхĕ шанать, çакна çынсем ăна хăйсен çĕр пайĕсене арендăна пани те çирĕплетет. Унччен 30 гектар кăна пулнă, халь лаптăк виçĕ хут ытларах пысăкланнă - 100 гектара яхăн. Çĕр хуçисене С. Елисеев тырă парать.

Выльăх вăл - пĕчĕк ача пекех, мĕн ыратсан та калаймасть. Куçĕпе çеç тĕмсĕлсе пăхать. Чирлесен вара сахал мар пăшăрханма тивет. Елисеевсем ĕнисемпе пăрăвĕсене усал амак ан çулăхтăр тесе тăрăшаççĕ. С. Сидоров ветеринар профилактика мероприятийĕсене вăхăтра ирттерет, пăруланă чухне килсе пулăшать.

Ĕне мăйракипе укçа сĕнет, текен ваттисен каларăшĕ пур. Тĕрĕсех калаççĕ, апла пулин те хăйсем тăрăшса ĕçлемесен фермерсен хыснине пĕр пус та кĕмест. Çынсем тутлă ыйхăра чухне, ирхи виçĕ сехетре, Елисеевсем выльăхĕсене пăхма тухаççĕ. Кăнтăрла иртсен татах çитермелле, сумалла... Ытларах чухне çемйипе тăрăшаççĕ, икĕ хĕрĕпе икĕ ывăлне мĕн пĕчĕкренех хăйсемпе юнашар курма пулать. Ĕç алли ытларах кирлĕ вăхăтра С. Долговпа В. Степанова чĕнеççĕ. Икĕ сыпăкри тăванĕн _ Петр Алексеевич Елисеевăн - çемйипе те килĕштерсе вăй хураççĕ. Сăмах май, мăшăрĕсем вĕсен пĕр килте çуралса ỹснĕ - аппăшĕпе йăмăкĕ. П. Елисеевăн та картиш тулли выльăх: 5 ĕне, 10 ытла вăкăр, сыснасем... Çапла пĕр сăмах тупса, пĕр-пĕрне тĕрев парса пурăнаççĕ Елисеевсем.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика