Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăтăр икĕ çул иртсен…

31 января 2020 г.

Кивĕ Ахпỹрт шкулĕ 1899 çулта уçăлнă. Унтанпа мĕн чухлĕ ача такăрлатман-ши çак сукмака! Кунта ăс пухнăскерсем пултаруллă вĕрентекен, инженер, строитель, тухтăр, журналист… пулса тăнă.

Нумаях пулмасть шкулта хăнара Марина Карягинăпа пĕрле унăн вĕрентекенĕ, класс ертỹçи Мария Урукова та пулчĕ.Мария Петровна кунта 1971 çулхи августăн 15-мĕшĕнче ĕçлеме килнĕ. Вун ултă çул вăл математика предметне вĕрентнĕ. Мĕн чухлĕ ачана ăс-тăн паман-ши çав вăхăтра! Класс ертỹçи пулнă май тĕрлĕ кружок, конкурс, ăмăрту, тĕл пулу… ирттернĕ хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр. 1987 çулхи августра вара çемйипе Шупашкара пурăнма куçнă. Хулари шкулсенче, гимназире, ача-пăча керменĕнче вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва кайсан та юратнă ĕçне пăрахман. Мария Петровнăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 53 çул, вĕсенчен 48-шĕ - педагогикăра. Унăн статйисем "Математика в школе", "Халăх шкулĕ", "Математика и образование", "Женщины в математике", "Шкул библиотеки" журналсенче те кун çути курнă. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли "Наглядная геометрия" программа çырса хатĕрленĕ. Çавăн пекех пултаруллă педагогăн тĕрлĕ вĕренỹ пособийĕ те пичетленсе тухнă. Унсăр пуçне хастарскер сăвăсем те шăрçалать. 2018 çулта унăн "Ахах çутин сапакĕсем" кĕнеки пичетленсе тухнă. Паянхи кун та ахаль лармасть хисеплĕ педагог. Хăйне валли чун киленĕç тупнă вăл, вĕтĕ шăрçапа тĕрĕсем ăсталать.

Ĕçне кура - хисепĕ. М. Урукова чылай наградăна тивĕçнĕ. Чи сумлисенчен пĕри вара - "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" (1998 ç.) хисеплĕята тивĕçнĕ.

Мария Петровна хăй вĕрентнĕ шкулта вăтăр икĕ çул иртсен пулса курчĕ. Унăн картишне кĕрсенех палланă çынсене тĕл пулчĕ, паянхи кун вĕрентỹ учрежденийĕнче ĕçлекенсенчен чылайăшне пĕлỹ панă вăл. Хальхи вăхăтра шкул директорĕнче тăрăшакан А. Логуновăн класс ертỹçи те пулнă Мария Петровна.

Сумлă хăнасем шкулпа, музейпа паллашрĕç. Мария Петровна хăй ĕçленĕ вăхăта, музей йĕркелесе янине аса илчĕ. Вĕренекенĕпе вĕрентекенĕ хăйсен класне кĕрсе курчĕç, парта хушшине ларса маларахри вăхăтсене куç умне кăларчĕç.

М. ТАБАКОВА

Вăтăр икĕ çул иртсен…

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика