Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Вĕрентỹ” наци проектне пурнăçласа

28 января 2020 г.

 “Вĕрентỹ” наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, Чăваш Енре сакăр регион проекчĕ пурнăçа кĕрет: “Хальхи шкул”, “Кашни ачан ăнăçăвĕ”, “Ача пур çемьесене пулăшасси”, “Цифрăллă вĕрентỹ хутлăхĕ”, “Пуласлăх учителĕ”, “Çамрăк профессионалсем”, “Социаллă активлăх”, “Кашнин валли çĕнĕ майсем”. Трак енре те ку енĕпе уйрăм ĕç туса ирттереççĕ. Иртнĕ çул “Хальхи шкул” регион проекчĕпе Трак вăтам шкул тăррине тĕпрен юсанă. Кунта цифр тата гуманитари профильлĕ “Вырăн ỹсĕмĕ” (“Точка роста”) центр уçнă. Ăна паянхи вăхăт ыйтакан оборудованипе тивĕçтернĕ. Ку евĕр центр Красноармейскинчи вăтам шкулта та уçăлнă. Центрта вĕренекенсем “технологи”, “информатика”, “пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсем” предметсене ăса хывнисĕр пуçне пушă вăхăтра вĕренĕвĕн хушма программипе вĕренеççĕ. Кунсăр пуçне Красноармейски вăтам шкулĕ вĕренỹ çулĕ пуçламăшĕнче “Билет в будущее” проекта кĕнĕ. Унпа килĕшỹллĕн, 7-11-мĕш классенче вĕренекенсене тĕрлĕрен профессисемпе паллаштараççĕ. “Кашни ачан ăнăçăвĕ” регион проекчĕпе Еншик Чуллă вăтам шкулĕнче спорт зала юсаса çĕнетнĕ. Вĕрентỹ пайĕн диагностика тата консультаци центрĕн никĕсĕ çинче “Ача пур çемьесене пулăшасси” регион проекчĕ ĕçе кĕрет. Çавăн пекех Трак енре “Цифрăллă вĕрентỹ хутлăхĕ”, “Пуласлăх учителĕ”, “Социаллă активлăх” регион проекчĕсемпе малалла ĕçлеççĕ. Вĕсем пĕтĕмпех вĕрентỹ пахалăхне ỹстерме, ачасене пур енлĕн аталанма, хăйсен тĕллевне пурнăçлама май туса параççĕ. .

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика