Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачисемпе мăнукĕсем - куç тулли телей

28 января 2020 г.

Малаллах шăвать пурнăç кустăрми. Таçта васкать. Çаврăнса пăхатăн та - инçетре-çке çамрăклăх утăмĕсем. Эх, пурнăç! Юрăри пекех вара. 40 урлă каçсан тин ун çинчен пуçлатăн шутлама. Темле тăрăшсан та иртнине каялла çавăраймастăн. Ыйхă вĕçнĕ каçсенче вара çамрăклăх аса килет. Мĕнле кăна нуша курма тивмен вăрçă ачисене? Чăтнă, тỹснĕ, малалла талпăннă. 90 çултан иртнĕ Николайпа Мария Кузьминсен аса илмелли нумай. Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнче çемье çавăрнă хыççăн Нăрваш Шăхалĕнчи Çĕнĕ касса куçса килсе тĕпленнĕ самант яланах вĕсен куçĕ умĕнче. Й

ышлă çемьере ỹссе Мария ачаллах ĕçе кỹлĕннĕ. Ĕç-хĕлне ялти шкулпа çыхăнтарнă. Вĕренỹ çурчĕсем нумай пулнă. Пĕр здани çеç мар. Тĕрлĕ çĕре вырнаçнă. 3 çухрăмра пĕри, 8 çухрăмра тепри. Вĕсене вут-шанкăпа тивĕçтермелле. Юр çăвать-и, çил-тăман тустарать-и, шăпăртатса çумăр çăвать-и, пурпĕрех. Çуртсене хутса ăшăтмаллине хатĕрлемеллех. Кăвак çутăллах вут хутнă. Шыва чукунпа каланкка çинче вĕретнĕ.

Пĕрле ĕçленĕ Р. Анисимова, Е. Митрофанова, О. Потапова, В. Эриванова, П. Кудряшова тĕл пулмассерен иртнине аса илсе сăмах хускатаççĕ. Мĕн чухлĕ йывăрлăх витĕр утма тивмен-ши çак тантăшсене? Халĕ вара пачах урăхла: пусатăн та электричество çутатать, çурт газпа ăшăнать тата ытти те.

Мария Васильевнăпа Николай Васильевич Кузьминсем пĕрлешни 67 çул. Хĕрпе ывăл вĕсен. 6 мăнук, 10 кĕçĕн мăнук çитĕнет. Володя аслă пĕлỹ илнĕ. Хăй вĕреннĕ шкултах физика учителĕнче ĕçе пуçăннă. Пĕр вăхăт директор çумĕнче те вăй хунă. Малашлăхлă çамрăка яваплă ĕç шанаççĕ. Директор тилхепине тыттараççĕ. Владимир Николаевич çĕнĕ шкул тăвас юхăма кĕрсе каять. Икĕ хутлă вĕренỹ çурчĕ çĕкленет. Мĕн тери савăнăç ача-пăчашăн! Ку çеç те мар. В. Кузьмин паллă спортсмен та. Район, республика шайĕнче шкул тата ял чысне паянхи кун та хỹтĕлет.

Мĕн чухлĕ вăй-хăват-ши çак çынра? Пуринпе те кăмăллăн калаçать вăл. Ваттипе ватăлла, çамрăкпа çамрăкла сăмах пуçлать. Çыннăн ыр тĕллевне пурнăçа кĕртме вăй-хал парать.

Мăшăрĕ Тамара Ивановна та маттур, пултаруллă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех çак шкулта математика учителĕ пулса ĕçленĕ.

Аппăшĕ те вĕреннĕ çын: пурнăçне шут ĕçĕпе çыхăнтарнă.

Мĕнле савăнмăн аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ 90 çул тултарнăшăн. Мария аппа мăнукĕсемпе хĕпĕртет. Улттăшĕ те аслă пĕлỹллĕ. Хăйсем суйласа илнĕ профессисемпе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăй хураççĕ.

Ватăсен аллисенчен халĕ те пĕрре те ĕç каймасть. Мария аппа алса-чăлха çыхать. Мăшăрĕ пуртă-мăлатукпа шаккать. Иккĕшĕ те ĕç ветеранĕ. Тав çырăвĕсемпе Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Ял-йышра хисеплĕ. Кермен пек çуртра пурăнаççĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Пахчара тем тĕрлĕ çимĕç те çитĕнтереççĕ.

Çĕнĕ кас урамĕнчи Николайпа Мария Кузьминсем пурнăç илемĕпе киленсе те савăнса пурăнаççĕ.

Р. ПАВЛОВА, С. ФРОЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика