Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса шăлсем - илемлĕ кулă

28 января 2020 г.

Çитĕнекен ăрăва ача садне эпир куллен ăшă кăмăлпа кĕтсе илетпĕр. Патшалăх вĕрентỹ стандарчĕпе килĕшỹллĕн вĕсемпе кăсăклă мероприятисем ирттерме тăрăшатпăр. Социаллă партнерсемпе те çыхăну тытатпăр. Вĕсене ачасемпе йĕркелекен мероприятисене хак пама чĕнетпĕр. Пулăшу кирлĕ чухне те хирĕçлемеççĕ. Пĕринче Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Г. Тазетдинова педагог-дефектолог кашни ачапа уйрăммăн пуплерĕ. Сасăсене каланă чухне чĕлхене мĕнле тытмаллине, çăвара епле уçмаллине, тĕл пулакан йăнăшсене мĕнле пĕтермеллине шута илме сĕнчĕ. Воспитательсене ачасемпе артикуляци гимнастикине куллен темиçе минут та пулин тума кирлине ăнлантарчĕ.

Ялти фельдшер Н. Павлова та ачасемшĕн ют çын мар. Вăл садике тăтăш килсе çỹрет, çитĕнекен ăру сывлăхĕпе интересленет. Вăхăтра прививкăсем тăвать. Сывлăх сыхлавçи ертсе пынипе ачасем валли "Таса шăлсем - çирĕп сывлăх, илемлĕ кулă" ятпа калаçу сехечĕ йĕркелерĕмĕр. Ачасем патĕнче "Пĕчĕк шăл" тата "Унăн тусĕсем" пулчĕç. Вĕсем пĕрле шăлсене мĕншĕн упрамаллине каласа пачĕç. Вăййа хутшăнакансене чĕлхе-çăвар сасăсене тĕрĕс калама хăнăхтаракан хăвăрт каларăшсем, рифмăллă сăвăсем калаттарчĕç. Калаçнă май тĕрĕс сывлама кирлине палăртрĕç. Шăлсемшĕн усăллă тата сиенлĕ апат-çимĕçе икĕ ушкăна уйăрчĕç.Мероприятие И. Селиванова музыка ертỹçи илем кỹчĕ. Ачасем юрларĕç, музыка тăхтавĕсене хутшăнчĕç.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул директорĕн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ В. Васюткина ачасемпе çакнашкал ĕçлени пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.

Мероприятисенчен ачасен ашшĕ-амăшĕ те пăрăнса юлмасть. М. Царева, С. Николаева, Н. Солдатова тата ыттисем те юмахсенчи сăнарсем пулма ỹркенмеççĕ.

Л. ДОЛГОВА, Кивĕ Катекри ача садĕнчи воспитатель

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика