Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А. Кокелĕн çуртне реставрацилеççĕ

28 января 2020 г.

Турханта çуралса ỹснĕ паллă ỹнерçĕн А. Кокелĕн çурт-музейĕ регион шайĕнчи культура еткерлĕхĕ шутланать. XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче тунăскер çулсем иртнĕçем юсав ыйтатчĕ. 2018 çулта кунта пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса пỹрт территорине хăтлăх кĕртессипе ĕçлеме пуçăнчĕç. Пурĕ 1,9 млн тенкĕ укçа тăкакланă. Пĕлтĕр вара музее реставрацилеме проектпа смета документацине хатĕрлесе çитернĕ. Халĕ шăпах НПП "Наследие" пĕрлешỹ (директорĕ -. Миронов) ăна çĕнетессипе - 4 млн тенкĕлĕх- тăрăшать. Çак кунсенче вĕсен ĕç-хĕлĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов паллашнă. Рудольф Васильевич объектăн пĕлтерĕшĕ халăхшăн пысăк вырăн йышăннине, строительсене шаннă тивĕçе пахалăхлă пурнăçлама, графика пăхăнма каланă.

Реставраци хыççăн çурт-музей районта пурăнакансемшĕн кăна мар, республикăран тата ытти çĕртен килекенсемшĕн те илĕртỹллĕ вырăнсенчен пĕри пулмалла. Кунта А. Кокелĕн пултарулăхĕпе тата Раççейре, Белоруссинче, Украинăра палăрнă ỹнерçĕсен тата сăрă тĕнчинче пĕрремĕш утăм тăвакансен картинисемпе те паллашĕç.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика