Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔР ĔÇĔ УНШĂН – ЧУН ЫЙТНИ

15 января 2020 г.

ÇĔР ĔÇĔ УНШĂН – ЧУН ЫЙТНИ

Çĕр ĕç культурисене туса илессипе тимлекен Аслă Елчĕкри Геннадий Афанасьев фермершăн хĕл кунĕсенче те пĕр канлĕх çук.

Ĕçе пĕлсе йĕркелекен çыншăн вăхăт иртни сисĕнмест.

– Кĕркунне севок упрамалли çĕнĕ ангар хăпартса лартрăмăр. Ун хыççăн полиуретан кăпăкне сапса ăна ăшă тытмалла туса хатĕрлерĕмĕр, – каласа кăтартрĕ аталану çул-йĕрĕ çине тăнă фермер.

Самаях пысăк: тăршшĕ – 33, сарлакăшĕ 12 метра тăсăлакан севок упрамалли ангар, çутă калайпа витнĕскер, аякранах çуталса ларать. Шалта çуллахинчен кая мар ĕç шавĕ кĕрлесе тăнине те хамăр курса ĕнентĕмĕр. Виталий Питаков слесарь, Николай Катайкин сварщик, Николай Чуманов механизатор севок алласа тасатакан агрегата «чун» параççĕ.

– Çанталăк ăшă тăнипе усă курса юсав ĕçĕсене тума халех пикенме май пулчĕ. Сивĕрен те хăраман пулнă пулăттăмăр. Мĕншĕн тесен кунта халĕ, пурпĕрех, ăшă. Çуркунне вăхăчĕ те тăкăс: ытти ĕç те лăк тулли, – кăмăллăн сăмах хушрĕç вĕсем.

10 çул каялла хăйĕн ĕçне – хресчен /фермер/ хуçалăхне йĕркелесе яма хăюлăхпа теветкеллĕх çитернĕ Геннадий Афанасьев кашни пусăм çĕр лаптăкĕпе тухăçлă усă курнине кăтартусем те уççăнах çирĕплетсе параççĕ. Ÿсен-тăран культурисене çитĕнтерессинчи ăсталăхĕ çулран-çул ÿссе пынă май, тăрăшса ĕçлес хавхаланăвĕпе хастарлăхĕ иксĕлме пĕлмест унра. Иртнĕ çул 40 гектар çинчен пухса кĕртнĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăтам тухăçĕ, 1 гектар пуçне шутласан, 36 центнер пулнă. Севок туса илнипе те /унăн лаптăкĕ – 5 гектар йышăннă/ кăмăллă пулин те, çак кăтартусем чикĕ пулманнине йышăнать. Малашне ку енĕпе тата тухăçлăрах вăй хума кирлине ăнланать чун-чĕрипе çĕр ĕçне парăннă çын.

Тухăçа ÿстермелли майсем вара анлăлансах пыраççĕ. Халĕ фермер севок çитĕнекен лаптăксенче тумлампа шăваракан /капельное орошение/ агрегатсемпе усă курни, пушшех, ĕçе тухăçлă йĕркелеме май парать. Ку чухне, малтанхи çулхисемпе танлаштарсан, анана çум курăкран тасатма ял тăрăх çын шыраса хăшкăлас шухăш та çук. Тухăç мĕнле пуласси вăрлăхран та нумай килет. Геннадий Афанасьев çирĕп тĕрĕслев витĕр тухнă Штутгартен сорта анчах туянать. Тĕш тырă вăрлăхĕсене те кашни çул çĕнетеççĕ, вĕсем пурте элита репродукцири.

…Кашни çын çак ĕçе парăнтараймĕ, пултараймĕ те. Мĕншĕн тесен çĕр çинче ĕçлесе тупăш иличчен малтан нумай укçа-тенкĕ хывмалла. Ÿсен-тăран отраслĕ уйрăмах, тимлĕ пулма ыйтать. Мĕншĕн тесен вăл – сезонлă бизнес. Тĕплĕн шутлама пĕлекен, йывăрлăхсенчен хăраман çынсем анчах çак хăюллă утăма тума пултараççĕ. Унсăр пуçне, хресчен /фермер/ хуçалăхĕ вăл – çемьепе, пĕр-пĕрне пулăшса вăй хумалли ĕç. Геннадий Зиновьевичăн вара ку енĕпе пăшăрханмалли çук. Ылмаштарма май çук пулăшаканĕ – мăшăрĕ – Валентина Ивановна. Вăл бухгалтер та, экономист та, пĕр сăмахпа, мĕнпур ĕçре ăнкаруллă. Унсăр пуçне, Афанасьевсем пăхаттир пек виçĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсем те ашшĕн «сылтăм» алли пекех – кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр…

Светлана АРХИПОВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика