Татарско-Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никам та манăçман

21 января 2020 г.

Шкул ачисемпе, Эзтабар отряд членĕсемпе тĕл пулнă чухне Тутар Сăкăтĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Набережные Челны хулинче пурăнакан Хакимов Шейхулла 55 çул каялла курнă тĕлĕкне аса илчĕ. Ăна пĕчĕк Шейхулла çуллахи ирпе асламăшне каласа панă. Вĕсен çуртне икĕ пысăк кайăк вĕçсе кĕнĕ пек. Майря эби мăнукне хыттăн ыталанăччĕ ун чухне. 1941 çулта вăрçă хирĕнче çухалнă Касим тата Фатих ывăлĕсем тупăнас шанчăкĕ чун-чĕринче тепĕр хут çуралнăччĕ.

Çав ĕмĕтпех пурнăçран уйрăлчĕ асламăшĕ. Ывăлĕсем вара киле килеймерĕç. "Вĕсем шурă тăрнасене çаврăнчĕç..." шкул стендĕнче хыпарсăр çухалнисен йышĕнче çырăнчĕç. Унта К. К. Хафизов тата Ф. К. Хафизов тенĕ йĕркесем те вуланаççĕ...

Шейхулла Абдуллович Фатих тата Карим пиччĕшĕсен сăн ỹкерчĕкĕсене , çырăвĕсене Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкула илсе килчĕ. Хыпарсăр çухалнă ентешсем ветерансен фотогалерейинче хисеплĕ вырăн тупрĕç.

Г. САБИТОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429357 Чувашская Республика Батыревский район д.Татарские Сугуты, ул.Школьная,д.21
Телефон: 8(83532) 69-3-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика