Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улми йывăççинчен аякка ỹкмен

22 января 2020 г.

Кăçалхи çанталăк ултавлă. Ирпе хĕвел пăхсан та каçа çумăр е юр çума пултарать. Çан-çурăма чĕтреттерекен çилĕ вĕресси те часах. Çавăнпа ачисене садике леçме пынă ашшĕ-амăшне М. Табакова медсестра ăшăрах тумлантарма сĕнет. Вируслă инфекци чирĕ ертесрен асăрханма ыйтать.

Çие шурă халат тăхăннăранпа 35 çул çитрĕ Мария Петровнăн. Ĕç вырăнне улăштарасси пулмарĕ тесен те тĕрĕсех пулĕ. Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнăскере Туçари участок больницин тĕп врачĕ В. Никитина амбулатори фельдшерĕ пулма ĕçе илнĕччĕ. Шăпах çав вăхăтра Кивĕ Ахпỹртре ача сачĕ ĕçе пикенчĕ. Мĕншĕн ялтан-яла çỹрес-ха? Вера Федоровна та хирĕçлемерĕ. Вара çамрăк специалист ача садне куçрĕ.

Палланă çынсем, пĕр вăхăтри çамрăксем кỹлĕнчĕç ĕçе. Садике çỹрекен ачисем те ют мар. Ашшĕ-амăшне йăхĕ-тымарĕ таранчченех пĕлме пулать. Ушкăнсем тулли комплектлă. Ун чухне ялсенче демографи лару-тăрăвĕ лайăхчĕ. Ирсерен ĕçе утас килетчĕ Мария Петровнăн.

Хĕр пурнăçĕ хăналăх, теççĕ. Вăтаелне качча тухса çемье çавăрсан та ĕç вырăнне улăштармарĕ М. Табакова. Халиччен пĕрле ĕçленĕ садик заведующийĕнчен О. Рыбкинăран, В. Табакова, Е. Мулюкова, Р. Плечова, В. Колпакова воспитательницăсенчен, Т. Рыбкина, В. Салмина воспитатель пулăшуçисенчен, Н. Андреева тирпей-илем тытса тăраканран уйрăлас та темерĕ. Паян та чылайăшĕ вĕсенчен унпа пĕрле такăрлатнă сукмакпах утать.

- Хĕл Мучи тумĕпе миçе Çĕнĕ çул кĕтсе илнине те астумастăп. Юмахсенче тĕрлĕ персонажа сăнарлама тиветчĕ. Килĕшет ачасемпе пулма. Пĕринчен тепри илĕртỹллĕ вĕсем. Уйрăмах пуçласа ача садне килекенсем аслисен çумне тĕршĕнме пăхаççĕ. Епле çупăрламăн-ха,- тет М. Табакова.

Юлашки çулсенче ĕç калăпăшĕ самай ỹсрĕ медицина сестрин. Ача шучĕ чакни те витĕм кỹчĕ пулас. Халĕ Мария Петровна Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп, Туçари вăтам шкулсене çỹ- рекенсене, икĕ ялти ача садне пыракансене сывлăх енчен тĕрĕслесе тăрать. Вăхăтра прививкăсем тăвать. Ачасене çитерекен апат пахалăхне тĕрĕслет. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма вăхăт çитнисене асăрхаттарать тата ытти те. Ĕçре тĕрли пулать. Тепĕр чухне канаш та кирлĕ. Кун пек чухне район больницин сиплевпе профилактика уйрăмĕн заведующийĕпе О. Ялукова педиатрпа çыхăнать.

Тĕп ĕçпе çеç çырлахса лармасть М. Табакова. Спорт мероприятийĕсенче те курма пулать ăна. "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" чупусене хастар хутшăнать. Район больници йĕркелекен мероприятисенчен пăрăнса юлмасть. Коллективпа юрă-ташă смотр конкурсĕсене явăçать.

"Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ вăл. Ĕçчен те правур пулма ăна ачаранах ашшĕ-амăшĕ те хăнăхтарнă. Вуннăн пĕртăван пулнă вĕсем. Кĕçĕнреххисем аслисенчен хăнăхса ĕç çумне çыпăçса пынă. Ашшĕ фермăра, амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Пайсем илнĕ. Килте картиш тулли выльăх усранă. Унчченрех пурнăç условийĕ хальхи пек пулман-çке. Вутă, утă хатĕрлеме пулăшмалла пулнă. Пĕртте кутăнлашса тăман. Вĕренни, ĕçе хăнăхни хăйĕншĕн пулнă. Паян кил-çуртĕнче тирпей хуçаланать. Пỹртре, пахчара тĕрлĕ çеçке ỹстерет. Улми-çырли те хĕл каçма çитет.

Пĕр хĕр çитĕнтернĕ Табаковсем. Вăл тĕп хуламăрта тымар янă.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика