Новочурашевское сельское поселение Ибресинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шахматла вылякансен Çĕнĕ çулхи турнирĕ

15 января 2020 г.

Районти ачасем пултарулăх çурчĕн пуçарăвĕпе кăрлачăн 8-мĕшĕнче Пучинкери вăтам шкулта 1-4, 5-8 классенче вĕренекенсем, шахматла выляма юратакансем хушшинче турнир иртнĕ.

1-4 классенче вĕренекенсен хушшинчи тупăшусенче 4-мĕш  класра вĕренекен Н.Иванов çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, 2-мĕш вырăна иккĕн – 3-мĕш класри И.Бурмистровпа 4-мĕшĕнчи А.Иванов пайланă, 3-мĕш вырăнта – Я.Федоров (2-мĕш класс).

5-8 классенчи ачасенчен шахматла выляссипе 6-мĕш класра вĕренекен Д.Васильев пуринчен те ăстарах пулнипе палăрнă, вăл 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ, 2-мĕш вырăна çав класрах вĕренекен Р.Данилов тивĕç пулнă, 8-мĕш класри А.Алексеев виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Хĕрачасенчен шахматла пуринчен те маттуртарах вылякансем – А.Семенова (4 кл.), Д.Семенова (3 кл.).

Источник: За победу

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика