Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 1579 cемье усa курнa

13 декабря 2019 г.

1579 cемье усa курнa

Умра пире çĕнĕ те çăмăл мар ĕçсем кĕтеççĕ Алманч ял тăрăхĕ Трак енре чи пысăккисенчен пĕри. Вăл район центрĕнчен — 20, Шупашкартан — 65, Трак чукун çул станцийĕнчен 7 çухрăмра вырнаçнă. Ял тăрăхне 8 ял кĕрет: Алманч сали, Туçи Чуракасси, Çĕньял Чуракасси, Вăрманкас Чуракасси, Шывпуç, Нимĕчкасси, Вăрманкас, Супар ялĕсем. Паян 2709 уйрăм хуçалăхра 1344 çын пурăнать. Ял тăрăхĕнче “Гигант” ООО, Тимофеев ХФХ, Алманч вăтам шкулĕ, райпо лавккисем — 7, А. Васильев предпринимателĕн лавккисем, Алманчри, Супарти, Шывпуçĕнчи ялти вулавăшсем, Алманчри тата Шывпуçĕнчи ветучастоксем, Алманчри почта çыхăну уйрăмĕ, Шывпуçĕнчи, Нимĕчкассинчи тата Супарти ФАПсем, Алманчри пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕ, Алманчри тата Шывпуçĕнчи кану çурчĕсем вырнаçнă. 2019 çул — Сысна çулталăкĕ вĕçленсе килет. Пĕрле пухăнса кăçал мĕн тунине палăртма та юрать пулас. Алманч ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн те вăл ыррипе кăна палăрса юлать. Пирĕн ял тăрăхĕнче “Гигант” ООО тата Тимофев ХФХ япăх мар ĕçлесе пыраççĕ. Иртнĕ çулхи июнь уйăхĕн вĕçĕнче иртнĕ уполномоченнăйсен пухăвĕнче хуçалăх председателĕн "тилхепине" Элĕк районĕнчи Д. Жучковпа В. Харитонов инвесторсене шанса пачĕç. Çулталăк хушшинче ырă улшăнусем самаях пулчĕç. Вĕсем тĕп усадьбăри ĕне витине тĕпрен çĕнетрĕç. Халĕ кунта мăйракаллă шутра выльăхсен пуçĕ 100е яхăн. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма утă-улăм, фураж çителĕклĕ. Машинăпа трактор паркĕ те самаях пуянланчĕ. Кăçал çуркунне 800 гектара яхăн пĕрчĕллĕ культурăсем акса хăварчĕç, тыр-пула вăхăтра, тăкаксăр пухса кĕртрĕç. Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса кĕрхисене агротехникăлла кĕске срокра акса хăварчĕç. Вăхăт пĕр шелсĕр малалла васкать. Çитес çул эпир сирĕнпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине паллă тăватпăр. Çăмăл килмерĕ çав вăрçă пирĕн халăхшăн. Унта кам ашшĕне, пиччĕшне, шăллĕне е тăванне çухатрĕ. Алманч тăрăхĕнчен çеç иртнĕ вăрçа 662 çын тухса кайнă, вĕсенчен 368-шĕ каялла тăван килне таврăнман. Паян пирĕн тăрăхра хаяр тăшманпа куçа-куçăн çапăçнă пĕртен-пĕр фронтовик — Туçи Чуракассинчи Н. Александров пурăнать. "Тылсăр Çĕнтерỹ çук", — тенĕ Г. Жуков маршал. Тылра тар тăкнисен, тăлăх салтак арăмĕсен, "вăрçă ачисен" çамрăклăхĕ пĕртте çăмăл килмен. Вырăнти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕпе (ăна пирĕн пултаруллă ватă А. Николаев ертсе пырать) халĕ пурăнакан çав ватăсен юбилейĕсене, çавра датисене пĕрле паллă тума тăрăшатпăр. Акă, кăçалхи кăрлачра Супарти А. Григорьева 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Александра Федоровна ялта çулĕсемпе чи ватти. Вăрçă пуçланнă çул хĕр пĕрчи 12-ре пулнă. Ялти ытти хĕрсемпе окоп чавма, Йĕпреç, Буинск вăрманĕсене йывăç касма çỹренĕ вăл. Каярах фермăна ĕçе вырнаçнă, ĕнесем сунă. Мăшăрлă пулнă, Герман Григорьевичпа виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса ỹстернĕ. Кинеми Раççей Президенчĕн Тав çырăвне, хаклă парнене тивĕçрĕ. Ачисем, 11 мăнукĕ, кĕçĕн 13 мăнукĕ ватăна савăнăç парнелеççĕ. Е тата "вăрçă ачине" В. Карпова илер-ха. 1935 çулхи нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче йышлă çемьере çуралнă Валентин Карпович. Ашшĕ, Карп Андреевич, 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче тăшмана хирĕç çапăçма фронта ăсаннă, Сталинград патĕнчи пĕр çапăçура вилмеллех аманнă. Тăватă ача çурма тăлăха юлнă. Амăшĕ, Екатерина Клементьевна, пурнăçĕ асаплă пулнă пулин те, ачисене выçă усраман. Валентин шкул хыççăн Канашри ял хуçалăхне механизацилекен шкулăн электромонтерсем хатĕрлекен курсĕнчен вĕренсе тухнă, çарта пулнă, Германи çĕрĕ çинче 3 çул çурă хĕсметре тăнă. Салтак шинельне хывнă хыççăн Канашри ДОСААФ автошкулĕнчен водителе вĕренсе тухнă. Ун хыççăн тăван хуçалăхра автомашина çỹретнĕ Валентин Карпович. Мăшăрĕпе пĕр хĕрпе тăватă ывăл пăхса çитĕнтернĕ вĕсем. Çитес çулхи нарăсра 85 çул тултаракан ватă паян пĕчченех пурăнать. 13 мăнук, кĕçĕн 3 мăнук "шур сухалăн". Халăх хушшинче пысăк хисепре "вăрçă ачи", ял халăхне ут çи вăхăтĕнче хăйĕн транспорчĕпе пулăшу кỹрет. Ял тăрăхĕнче пурнăçламалли ĕç сахал мар. Вĕсенчен пысăк пайне эпир ял старостисемпе пĕрле пурнăçласа пыратпăр. Тăван ял, тăван кĕтес илемĕ старостăсемшĕн чăнахах чуна çывăх. Акă, илер-ха Нимĕчкасси ялĕн саростине Вячеслав Абрамова. 2016 çулхи чỹк уйăхĕнче ял çыннисем ăна çак яваплă ĕçе шанса пачĕç. Маларах, 2003 çулта чирлĕ ашшĕне пăхма яла таврăнчĕ Вячеслав. Старостăра виçĕ çул кăна ĕçлет пулин те, ял хушшинче чылай ĕç тума ĕлкĕрчĕç ентешĕсемпе. Нимĕчкассисем субботниксене активлă хутшăнаççĕ, урамсенче икĕ çăл тунă, масар çуртне тĕпрен юсанă, унтах çĕнĕ туалет туса лартнă, "КЕТРА" завод ертỹçисем пулăшнипе уй хапхисене тимĕртен çĕнетнĕ, палăк юсанă, пĕве тата вăрман хĕрринче канмалли вырăнсем тунă, унта сĕтел тата тенкелсем вырнаçтарнă. Спонсорсем пулăшнипе ял варринче волейбол площадкисем тунă, сеткине те туяннă. Чукун çул каçмине, урамри çулсене, пĕвесене йĕркене кĕртнĕ, шыв башнине юсанă. Иртнĕ çул кăна Нимĕчкассисем 18 хутчен субботника тухнă, кăçал вунна яхăн. Кунта ача-пăча лапамĕ тума тытăннă. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 126100 тенкĕ. Ĕçсене "ЭКОНИКА" ООО ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ. Ку ялта пултаруллă çынсем пурăнаççĕ. 87 çулпа пыракан Д. Александрова нумайăшĕ пĕлет, паллать. Дмитрий Александрович _ тыл ветеранĕ, партипе совет, хуçалăх ĕçĕнче вăй хунă. Вăл — ЧР тата РФ Писательсен Союзĕсен, Çапăçупа тинĕс çинчен çыракан çыравçăсен Пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕн членĕ. Алманч тăрăхĕнчи фронтовиксем, ку енчи ялсен историйĕ пирки чылай кĕнеке пичетлесе кăларнă. Юлашки вăхăтра ял çыннисене хытă каяшсене пухса илсе тухас ыйту чылай калаçтарчĕ. Халĕ çакăнта пăнчă лартнă тесен те йăнăш мар пулĕ. Ял тăрăхĕнче ăпăр-тапăр пухмалли контейнерсем вырнаçтарса лартнă. Вĕсен площадкисене тума çеç 355137 тенкĕ тăкакланă. "АВК" Экоцентр" ООО хытă каяшсене вырăнтан турттарса тухать. Иртнĕ çул ял тăрăхĕнче ЧР Пуçлăхĕн "Республика территорийĕнчи обществăлла инфратытăма аталантарас тĕлĕшпе вырăнти пуçарусем çинче никĕсленнĕ проектсене пурнăçласси çинчен" Указне пурнăçлас тĕлĕшпе уйрăм ĕç туса ирттертĕмĕр. Супарти Вокзальная урама вак чул сарса хытарнă. Çак ĕçе "Дормашсервис" ООО ĕçченĕсем пурнăçланă. Мĕн пур ĕçсен хакĕ 2244570 тенкĕпе танлашнă, 220 пин тенкине халăхран пухнă. Халĕ ку урама кирек епле çанталăкра та кĕрсе тухма пулать. Нимĕчкассинчи ялĕнче çакăн евĕр ĕçе "Ибресинское ДРСУ" ООО ĕçченĕсем пурнăçларĕç. Çав ĕçсен хакĕ 849299 тенкĕпе танлашрĕ. Кунсăр пуçне эпир Алманчра (395 м), Çĕньял Чуракассинче (450 м), Вăрманкасра (450 м) çулсене 2020 çулта юсама палăртрăмăр. Ял халăхне те тав тумалли çеç юлать. Кăçал тата урамсене çутăпа тивĕçтерес тĕлĕшпе 170 пин тенкĕ тăкакларăмăр. Авăн уйăхĕнче Алманч ялĕнчи çĕкленекен çĕнĕ чиркỹ çине светить туса ылтăн куполсем вырнаçтартăмăр, пластик кантăксем лартнă. 2020 çулта Раççейре халăх çыравĕ иртнĕ май социаллă сферăри çуртсен, уйрăм çурт-йĕр çинчи номерсене улăштарма вырăнти бюджетран 60 пин ытла тенкĕ уйăртăмăр. Çĕнĕ çул умĕн ЧР Пуçлăхĕ Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç условийĕсен шайне ỹстерессипе хушма мерăсем йышăнасси пирки калакан Указа алă пусса çирĕплетрĕ. Халĕ шăпах ял-йышпа пухăнса территорисене тирпей-илем кĕртес, тротуарсем тăвас тата вĕсене юсас тĕллевпе проектпа смета докуменчĕсем хатĕрлес ĕç пырать. Апла пулсан пире çитес çул çĕнĕ ĕçсем кĕтеççĕ.

В. Долгов.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика