Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурс çĕнтерỹçисем паллă

27 декабря 2019 г.

“Ял пурнăçĕ” хаçатăн хаклав комиссийĕ Сысна çулталăкĕнчи “Чи лайăх тĕрленчĕксемпе очерксен конкурсне” пĕтĕмлетрĕ. Кунти тупăшура пĕрремĕш вырăна Татьяна Борисова (Красноармейски) тухнă. Вăл конкурса “Аннен халалне пĕтĕмпех пурнăçларăм” (9 №), “Хăтлă хваттерти ăш калаçу” (18 №), “Çĕр-анне парнеленĕ тулли ăраскал” (30 №), “Кĕнеке культурин управçи” (88 №) ятлă материалсем тăратнă. Иккĕмĕш вырăнта Аврам Николаев (Туçи Чуракасси) “Мускавран — ултă Дипломпа” (28 №), “Юратнă ĕçĕнче тупнă ăраскал” (38 №), “Шанса панă ĕçе — тỹрĕ кăмăлпа” (43 №), “Пĕр-пĕрне ăнланакансем ватăлмаççĕ” (87 №) материалсемпе тухнă. Виççĕмĕш вырăнта Галина Егорова (Кỹлхĕрри Карай) — “Ялти сумлă ватă” (16 №), “Ачасене парнеленĕ чĕре” (73 №) материалсемшĕн. Г. Ефимов-Туслие редакцин Хисеп хучĕпе наградăланă. “Чи лайăх юптарусемпе анекдотсен, кулăш-шỹтсен конкурсне” материалсем килменрен çĕнтерỹçĕне палăртман. Геннадий Сергеева (Красноармейски) редакцин Хисеп хутне панă. “Чи лайăх сăн ỹкерчĕксен конкурсне” материалсем килменрен çĕнтерỹçĕне палăртман. Алитет Борисов (Красноармейски) редакцин Хисеп хутне тивĕçнĕ. Райхаçат редакцийĕ конкурс çĕнтерỹçисене, общество корреспонденчĕсене, хаçатпа туслă çыхăну тытакансене ăшшăн-ăшшăн тав тăвать, çирĕп сывлăх, телейпе ăнăçу сунать, çĕнĕ çулта çыхăнусем татах та çирĕпленсе пырасса шанать.

Конкурссем малалла тăсăлаÇÇĔ  Райхаçат редакцийĕн хаклав комиссийĕ çỹлерех асăннă конкурссене 2020 çулта — Йĕке хỹре çулталăкĕнче малалла тăсасси çинчен пĕлтерет. Чи лайăх очерксемпе тĕрленчĕксен конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннăшăн 500 тенкĕ, иккĕмĕшшĕн — 400, виççĕмĕш вырăншăн 300 тенкĕ тивет. Чи лайăх юптарусемпе анекдотсен, кулăш-шỹтсен конкурсĕ: 1-мĕш вырăн — 200 тенкĕ, 2-мĕш вырăн — 150 тенкĕ, 3-мĕш вырăн — 100 тенкĕ. Чи лайăх сăн ỹкерчĕксен конкурсĕ: 1-мĕш вырăн — 200 тенкĕ, 2-мĕш вырăн — 150 тенкĕ, 3-мĕш вырăн — 100 тенкĕ.

АВТОРСЕНЕ ПĔЛМЕ: конкурса тăратакан материалсем çине “Конкурса” тесе палăртмалла.

Районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕн хаклав комиссийĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика