Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшса ĕçлеççĕ, усăллă канаççĕ

28 декабря 2019 г.

Тăрăшса ĕçлеççĕ, усăллă канаççĕ

«Победа» сахал яваплă обществăри ĕне фермин коллективĕнче вăй хуракансем черетлĕ 2020 çула яланхи пекех ĕçри çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ. Уйрăмах сĕт туса илессинчи кăтартусем сулмаклă. Фермипе илсен, кăçал пĕр ĕнерен вăтамран 8600 килограмм сĕт сăвăнать.

Кăçалхи чи пысăк савăнăç вăл – кунта паянхи пурнăç ыйтăвне туллин тивĕçтерекен çĕнĕ йышши, 400 пуç вырнаçакан вите хута кайни.

Кунти пĕтĕм ĕçе автоматика пурнăçлать. Ĕне сумалли залра – Израиль çĕршывĕнче туса кăларнă «ăслă» оборудовани. Тĕслĕхрен, вăл маститпа чирленĕ ĕнене сăвăм пуçламăшĕнчех тупса палăртать, ĕçе чарса лартать. Çапла майпа чирлĕ ĕнен пĕр тумлам сĕчĕ те пахалăхлă чĕр тавара варалама-пăсма ĕлкĕреймест. Кĕтÿ ĕçне йĕркелекен программа та хăйне евĕрлĕ: выльăх çинчи мăйкăчран компьютер çине тĕрлĕ кăтарту килет. Ун тăрăх ĕне мĕн чухлĕ сĕт антарнине, чупасшăн пулнине, вăл апат мĕн чухлĕ çинине тата ыттине те пĕлме пулать. Çавăн пекех ĕне сывлăхĕ, унăн организмĕнчи улшăнусем – пурне те экран çинче ал тупанĕ çинчи пек курма пулать.

Фермăри витесене тĕнче шайĕнчи стандартсене тĕпе хурса модернизацилени ĕçе тухăçлă йĕркелеме май парать. Хуçалăхра ĕнесене темиçе çул каяллах кăкармасăр блоксенче усраççĕ. Вĕсене сăвакан залра сума тытăннăранпа продуктивлăх, чĕр тавар пахалăхĕ нумай ÿснĕ. Сĕт туса илессипе ахальтен мар вĕсем республикăра та малтисен ретĕнче. Хĕллехи тапхăрта та сăвăм чакмасть – пĕр ĕне талăкра вăтамран 22-23 килограмм сĕт антарать.

Николай Головин директорпа сăмах пуçарнă май, ăнăçлă ĕç-хĕлĕн тепĕр вăрттăнлăхне те уçăмлатма май килчĕ. Ĕне выльăх организмне кирлĕ, усăллă апатпа тăрантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Сĕтлĕ ĕне выльăх умĕнчен талăкĕпех пахалăхлă апат татăлмасть.

Çĕнĕ витере ĕçлекенсен кăмăл-туйăмĕ те сÿрĕк пулма пултараймасть. Алевтина Ертмакова учетчица ĕне сăвакан операторсемпе паллаштарчĕ. Вĕсем: Анна Константинова, Алина Яковлева, Милауша Гафиятуллина, Рузия Самитова, Светлана Гиниатуллина, Венера Валеева. Тухăçлă ĕç-хĕле кура уйăхсерен алла самай пысăк ĕç укçи илни те вĕсене çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлма хистет. Ферма хĕрĕсем пушă вăхăтне те усăллă ирттерме пĕлеççĕ. Ку енĕпе вĕсем сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнакан директортан тĕслĕх илеççĕ. Вĕсем эрнере пĕр хутчен те пулин Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче пулса бассейнра шыва кĕме, шăм-шака çемçетме вăхăтне тупаççех. Сывă вăй-хал тăрăшса ĕçлеме хавхалану кÿрет…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика