Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ каток йăлтăртатать

10 января 2020 г.

Кăçалхи Раштав праçникĕ Первомайскинчи конькипе ярăнма юратакансемпе хоккейпа туслисемшĕн, ачасемшĕн ĕмĕр асăмра юлĕ. Пĕлÿ çурчĕн территорийĕнче хуларинчен пĕрре те кая мар хоккей коробки ĕçлеме пикенчĕ. Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр кунти вăтам шкул «Пирĕн картишĕнчи команда» проектпа конкурсра çĕнтерсе Тимченкон ыр кăмăллăх фондĕнчен 1 миллион та 246 пин тенкĕ тивĕçнĕччĕ. Шăпах çак нухратпа чăн-чăн пăр керменĕ çĕкленчĕ те ĕнтĕ.

Аслă Арапуçсен савăнăçне пĕрле пайлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров, «Ырă пăр» фондăн Атăлçи тăрăхĕнчи регион представителĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, СССР спорт мастерĕ, Олимп резервĕсене хатĕрлекен ятарлă 4-мĕш хоккей спорт шкулĕн директорĕ Олег Салтыков, Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкул директорĕ Вячеслав Чернышев, Первомайскинчи Христос çуралнă ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Сергий Пегасов протоиерей, хоккейпа туслисем, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем кăмăл турĕç.

Юлашки çулсенче районта хоккей çамрăксемшĕн çеç мар, аслăраххисемшĕн те юратнă спорт тĕсĕ пулса тăчĕ. Хальхи вăхăтра 8 каток коньки сыракансене хапăл тăвать. Хĕрĕх çултан иртнисем хушшинче Юхмапа Пăла тăрăхĕн «Олимп» пĕрлештернĕ команди каçхи хоккей лигинче выляса пĕрре мар çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Çамрăксен «Олимп» командин кăтартăвĕсем те курăмлă. Çĕнĕ çул умĕн çеç вĕсем Мускав облаçĕнчи Балашихăран кубокпа таврăнчĕç.

Çĕнĕ катокшăн республика, район ертÿçисемпе Тимченко фондне тав туса хоккейпа мĕн ачаранах туслă, паянхи кунта клюшкăна алăран яман Анат Чакăри Леонид Шашкин, шкул ачисенчен Максим Молочников тухса калаçрĕç. Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхне Рудольф Селиванова хăйсен командин йышне илнине пĕлтерсе футболка парнелерĕç. Спорт уявне пухăннисем Первомайски тата Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăхĕсен командисен хоккей вăййисене курса киленчĕç.

А. Козлов

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика