Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Налукран хăтарĕç

14 декабря 2019 г.

Инвалид ачаллă çемьесене транспорт налукĕнчен хăтараççĕ. Çакăн çинчен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе иртнĕ ларура финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ.

Инвалид ачаллă çемьесене 2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса транспорт налукĕнчен хăтараççĕ. Çăмăллăха ĕçе кĕртме «Единая Россия» партин регионри уйрăмĕ сĕннĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак шухăша ырласа йышăннă, саккуна улшăну кĕртме килĕшнĕ.

Светлана Енилина палăртнă тăрăх, Чăваш Енре инвалид ачаллă çемьесен шучĕ 5 пинпе танлашать. Вĕсенчен кашни иккĕмĕшĕн автомобиль пур. Апла пулсан, çăмăллăха вăя кĕртни 2,5 пин çемьешĕн усăллă пулĕ. Çакăн йышши çăмăллăхпа федерацин Атăлçи округĕн 4 регионĕнче /Пушкăрт, Мордва республикисенче тата Ульяновскпа Чулхула облаçĕсенче/ анчах усă кураççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, çемьери пĕр транспорт единицишĕн налук тÿлеттермĕç. Унсăр пуçне, автомобилĕн хăвачĕ 150 лаша вăйĕнчен иртмелле мар.

Сăмах май, инвалид ачаллă çемьесене чирлĕ ачисене больницăна леçме, ытти çĕре илсе кайма автомобиль кирлех. Çакăн пек çемьесене транспорт налукĕнчен хăтарни те аван. Перекет темле пысăк мар пулин те, курăмлă пулăшу. Нушаллă çынсен укçи-тенки тăкăнса тăмастех.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика